Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тухтăр взятка ыйтать пулсан

РФ Президенчĕн 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи 683 № Указĕпе çирĕплетнĕ Раççей Федерацийĕн наци хăрушсăрлăхĕн Стратегийĕпе килĕшỹллĕн, коррупцие патшалăхăн тата обществăн тĕп хăрушлăхĕсенчен пĕри пулнине палăртнă.

Çынсене пурнăç шайĕпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă отрасльсенче коррупци уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çакăн пек сферăсенчен пĕри - сывлăх сыхлавĕ.

Медицина ĕçченне черетсĕрех "пахалăхлă пулăшупа" тивĕçтернĕшĕн, операцие "квалификациллĕрех" специалист йышăннăшăн е тунăшăн, стационара "хăвăртрах" вырнаçтарнăшăн, çавăн пекех ытти "официаллă мар" пулăшусемпе тивĕçтернĕшĕн хавхалантарни "йăла" коррупцийĕ шутланать, çакăншăн уголовлă явап тытма пулать.

Кун пек чухне тăванĕсенчен укçа е ытти хавхалантару ыйтакан тухтăр кăна мар, çак саккунсăр требованисене пурнăçлама килĕшекен те (взятка паракан) преступлени тăвать.

Çỹлерех асăннă ĕçсемшĕн мĕнле яваплăх тыттарассине РФ Уголовлă Кодексĕн 291 статйинче палăртнă, куншăн вунпилĕк çул таран ирĕксĕр хăварса взяткăн çитмĕл хут пысăкрах виçипе танлашакан штраф тỹлеттерессине пăхса хунă.

Яваплăхран çакăн пек чухне кăна хăтарма пултарĕç: енчен те çын преступление тĕпчеме тата уçса пама пулăшнă-тăк; должноçри çын унран взятка илме хăтланнă пулсан; преступление тунă (взятка панă) хыççăн çын çакăн пирки хăйĕн ирĕкĕпе уголовлă ĕç пуçарма пултаракан органа пĕлтернĕ-тĕк.

Эсир те сывлăх сыхлавĕн е ытти сферăсенче коррупци паллиллĕ лару-тăрăва çаклантăр пулсан, РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи управленине, республикăри Шалти ĕçсен министерствине е унăн территорисенчи уйрăмĕсене, çавăн пекех Чăваш Республикин прокуратурине те заявлени çырма пултаратăр.

С.ВАЛЕРЬЯНОВ, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.



Районная газета "Наша жизнь"
01 марта 2019
10:32
Поделиться