Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чутай хыпарĕсене радиопа та итлĕр

Ял халăхĕ ĕлĕкех ир-ирех радио сассине итлеме хăнăхнă. Асанне патĕнче çу кунĕсене ирттернĕ чухне ирхине радио мăнаçлăн янăраса кайнине хам та лайăхах астăватăп. Республикăри тĕрлĕ хыпарсемпе паллаштарнă хыççăн хум çине "Коминтерн" колхоз кĕрсе каятчĕ те хĕрарăм сасси кашни кун наряд (çапла калатчĕç-ха колхоз ĕçченĕсем) паратчĕ, урăхла каласан, камăн ăçта мĕн ĕçлемеллине калатчĕ.

Темиçе çул каялла район радиовĕ вырăнти хыпарсемпе паллаштаратчĕ-ха. Каярах унăн сасси те лăпланчĕ. Акă халĕ каллех Хĕрлĕ Чутай хыпарĕсене итлеме май пур. Кăмăл тăвакансем передачăна Чăваш наци радиовĕпе кĕçнерникун ирхи 6 сехет те 20 минутра тата эрнекун каçхи 19 сехет те 20 минутра итлеме пултараççĕ. Передача çирĕм минута тăсăлать.

Н.ПЕТРОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
01 марта 2019
10:34
Поделиться