Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Райпо ĕçченĕсем иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç

Январĕн 28-мĕшĕнче районти потребительсен обществинче тăрăшакансем 2018 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç.

Уполномоченнăйсен пухăвне республикăри потребкоопераци ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Надежда Гамоля, райпо Канашĕн председателĕ, район пуçлăхĕ Александр Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç.

Александр Степанов докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: 2018 çулта райпон пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 4711 миллион ытла тенкĕпе танлашнă, пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ - 317 миллион та 800 пин тенкĕпе.

Районти потребительсен обществин тытăмне 65 суту-илỹ предприятийĕ тата обществăлла апатланăвăн 15 предприятийĕ кĕрет. Унсăр пуçне кунта çăкăр завочĕ, тĕрлĕ цехсем, "Янтарь" производство комбиначĕ, хатĕрлев кантурĕ ĕçлеççĕ. Райпора тăрăшакансен шучĕ - 366 çын.

Пурте пĕлетпĕр, çăкăр завочĕ туса кăларакан продукцие халăх юратсах туянать. Çавăн пекех райпо халăхран сĕт, аш-какай, пахча çимĕç, эмел курăкĕ тата ыттине те туянать.

Тăрăшса ĕçленине пулах Чăвашпотребсоюз ирттерекен республикăри конкурссенче кашни кварталтах пирĕн райпо малти вырăнсене йышăнать.

Пухура чыслав та пулчĕ. Потребкоопераци ĕçченĕсен физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен Спартакиадине активлă хутшăннăшăн "Заготовки" ТЯО директорне Дмитрий Волкова Чăваш Республикин потребкоопераци ĕçченĕсен тата предпринимательсен профсоюзĕн Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата 55 çул тултарнă ятпа райпо бухгалтерне Елена Ивановна Акальскаяна саламларĕç.

А.КАРПОВА.



Сетевое издание «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь»).
08 февраля 2019
14:05
Поделиться