Эп паян - инспектор

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республикăра гражданла оборона уйăхлăхĕ пырать. Çавна май вĕренỹ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Иртнĕ эрнекун "Хĕвел" ача садĕнчи шкула кайма хатĕрленекен ушкăна çỹрекен ачасем те Кристина Мидейкина воспитатель ертсе пынипе Шалти ĕçсен министерствин Çĕмĕрлери районсем хушшинчи уйрăмĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕпе, полицин лейтенанчĕпе Александр Герасимовпа тĕл пулчĕç.

Çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕн ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашнă май ачасем çул-йĕр правилисене епле пĕлнине викторинăна хутшăнса тĕрĕслерĕç. Çавăн пекех çул-йĕр инспекторĕ çуран утакансен ятарлă каçă урлă кăна каçмаллине, ун чухне тимлĕ пулмаллине, машина çинче ятарлă кресло çинче лар-маллине тата пиçиххипе çыхăнмаллине асăрхаттарса ăнлантарчĕ. Ачасем те ăна пулăшса пычĕç, хăйсем мĕн пĕлнине хушса каларĕç.

Полицин лейтенанчĕ килекен машинăна чарса водителĕн докуменчĕсене тĕрĕсленине курни те ачасемшĕн асра юлĕ. Вĕсем интересленсех сăнарĕç. Унтан инспекторăн формипе тата ăна ĕçлеме пулăшакан хатĕрсемпе çывăхрах паллашрĕç. Çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕпе сывпуллашнă май ачасем малашне çул-йĕр правилисене яланах пăхăнма шантарчĕç.

Н.МИДАКОВА.

17 октября 2018
10:31

"Пирěн пурнăç"

Поделиться