Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского района с Днем Победы

 

Хаклă ентешĕмĕрсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем!

 

Сире,  этемлĕх аталану çул-йĕрĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв  ячĕпе – Аслă Çĕнтерÿ 59 çул тултарнă ятпа  чун-чĕререн  ăшшăн саламлатăп.

 Çĕнтерÿ  кунĕ пире, тĕрлĕ ăрури çынсене, пĕр çĕре пĕрлештерет, савнăçпа, аса илу саманчĕсемпе тулнă  пысă уяв.  

   Хаяр вăрçă хирĕсенче Тăван Çĕршыв чысне паттăрăн хутелесе пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсен  ячĕсене ĕмĕр- ĕмĕрех  чĕресенче упратпăр, юнлă вăрçă хирĕсенче

нимĕçсене хирĕç  паттăрăн  çапăçнă  çĕнтеруçĕ-салтаксем  умĕнче эпир пуçа таятпăр, тылра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ырми- канми ĕçленĕ ветерансене ырăпа асăнатпăр. Вĕсем паянхи мирлĕ пурнăçшăн, пирĕн пуласлăхшăн ,Çĕршывăмарăн çирĕплĕхĕпе  аталанăвĕшĕн пурнăçĕсене те вăй-халне те шеллемен. Эпир вĕсен умĕнче пысăк парăмра.

  Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем! Эпир те, сирĕн пек хастар та маттур пулма, мал ĕмĕтлĕ пулма, районăмăра тивĕçлĕ шайра аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр. Паян районта пурăнакан çамрăксем те Тăван Çĕршыва сыхлама, салтак тивĕçне пурнăçлама хатĕр. Ку ĕнĕпе  пирĕн çитĕнусем те пур.

 Уяв ячĕпе сире, хисеплĕ ветерансем! Сире ырлăхпа, çирĕп сывлăхпа пурăнма иксĕлми вăй-хал, тулли кăмăл, тату пурнăç  сунатăп .

 

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                В.Г. Орлов



06 мая 2004
00:00
Поделиться