Поздравление главы Красночетайского района с Международным женским днем 8 Марта

Поздравление главы Красночетайского района с Международным женским днем 8 Марта

Хаклă ентешĕмĕрсем! Юратнă аннесемпе асаннесем,

аппасемпе йăмăксем!

 

 Сире çуркуннехи чи илемлĕ те çутă уяв, Мартăн 8- мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

   Хĕрарăм вăл пурнăç тĕрекĕ, çутçанталăк илемĕ, чуна ăшăтакан çурхи сарă хĕвел, вăй-хăват парса тăракан тарăн çăлкуç, çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелекен асамçă. Пурнăçри мĕн пур ырă пулăмсем, ĕçсем, лайăххи  пĕтĕмпех  Аннемĕрсен  ячĕпе çыхăннă. Аннемĕрсен юратăвĕ чухăннисемпе  пуяннисене те, ватти-вĕттине те, тĕрлĕ наци çыннисене те пĕр пек  ăшăтать.

            Хĕрлĕ Чутай  тăрăхĕ пултаруллă та ĕçчен, вăйлă та талантлă херарăмсемпе пуян. Çакна районăмăрăн пуян историйĕ çирĕплетсе парать. Тăван Çĕршывăмăрăн Аслă вăрçинче те херарăмсем  арçынсемпе танах алла хĕçпăшал тытса фашистсене хирĕç çапăçрĕç, аннемăрсемпе асаннесем  тылра ырми-канми ĕçлесе фронта пулăшрĕç. Тăван çĕршыв чысне хутĕлесе, ывăл-хĕрĕсене тата мăшăрĕсене  вăрçă хирĕсенче  çухатнă салтак - амăшĕсемпе салтак- арăмĕсем умĕнче эпир пуç таятпăр.

   Паян та районти хĕрарăмсем хăйсен умĕнчи тивĕçĕсене таса кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ, вĕсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслинче ырми-канми тăрăшса ĕçлеççĕ. Эсир йăвăрлăхсем умĕнче пуçăра усмастăр, вăй-халăра шеллемесĕр умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлатăр* пире те,мал ĕмĕтлĕ пулма, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарса пыратăр. Ĕçре кăна мар, çемьере те эсир кил вучахĕн ăшшине упратăр, чун-чĕре илемне  туйма, яланах ырă кăмăллă та сăпай,ĕçчен пулма, таса туйăмсемпе юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентетĕр.

   Кăçал çамрăксемпе сывă пурнç йĕркин çулталăкĕ. Эсир çĕнĕ пурнăç парнелетĕр,

ачăрсене таса та сывă устерсе ырă ăс-хакăл пиллетĕр, вĕсен телейлĕ пуласлăхĕшĕн тăрăшатăр. Обществăри сывă пурнăç йĕркине витĕм куме  эсир

херарăмсем  самях пулăшатăр, кулленхи пурнăçра ыттисене ырă тĕслĕх кăтартатăр, урă пурнăç, таса та çирĕп  сывлăх  пирĕн пурнăçăн тĕрекĕ пулнине

ĕçпе çирĕплететĕр. Эсир тĕлĕнмелле вăйлă та маттур, эсир тума пултарайман ĕç çук та пулĕ самана таппи те сире пулăшать.

      Сире пĕтĕм кăмăлтан, Херарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп! Пархатарлă ĕçĕрсемшĕн тав тăватăп. Сире ырлăх-сывлăх,  ăнăçу та тăнăç пурнăç, тулли кăмăл, çемьере телей те юрату сунатăп.

 

Район администраци пуçлăхĕ                    В.Орлов

                                                 

        

           

 



04 марта 2004
00:00
Поделиться