Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕсленĕ. Шыва кĕме юрать

10 августа 2018 г.

Кăçал çулла шăрăх тăнипе палăрчĕ. Çавна май шыв хĕрринче ачи-пăчи, аслисем хĕвĕшеççĕ кăна - кунĕпе савăнăçлă шав тăрать.

Палăртмалла, хальччен районта шыва кĕме ирĕк панă вырăн "Хастар" ФСК кăна шутланатчĕ. Апла пулин те ял çыннисем шăрăх çанталăкра кĕлетке-çурăма уçăлтарма çывăхри юханшывах васкаççĕ. Райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Валерий Жиганов пĕлтернĕ тăрăх, çакна шута илсе ĕнтĕ халăх йышлă пухăнакан юханшыв хĕррисенче инкексем ан пулччăр тесе çак кунсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Çак ĕçе Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн "Чăваш Республикин шыравпа çăлав служби" КУ-н шыравпа çăлав уйрăмĕн водолазĕсем пурнăçланă. Калас пулать, вĕсем Тралькассинчи тата Кив Атикассинчи ял тăрăхĕсенче вырнаçнă юханшывсен тĕпĕнче шыва кĕрекенсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан япаласем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ, тĕрлĕ çỹп-çапран тасатнă.

"Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăрушă япаласене тупса палăртман. Çăлавçăсем нумаях мар çỹп-çап кăларчĕç. Тĕрĕсленĕ юханшывсенче паянхи кун шыва кĕме юрать. Каласа хăвармалла, асăннă юханшывсем çывăхĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ятарлă стендсем йĕркелеме, унта шыва кĕнĕ чух пăхăнмалли тĕрлĕ правилăсене тата ыттине те вырнаçтарма хушрăмăр", - пĕлтерчĕ Валерий Жиганов.

Шел те, шыва кĕмелли вăхăт иртсе пырать, çанталăк кĕркунне енне сулăнать. Çак ĕçе тата маларах пурнăçланă пулсан аванрах пулмаллаччĕ.

Юлашкинчен çакна кăна каласа хăварас килет: шывра шăмпăлтатни савăнăç кăна кỹтĕр ĕнтĕ. Шыври инкексем ан пулччăр, кашниех хăрушсăрлăх пирки ан мантăр.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика