Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурниксен уявне йыхравлатпăр

08 августа 2018 г.

Кашни çулах, август уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче, кăçал вăл 11-мĕш числона тивет, пирĕн çĕршывра сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен - Физкультурниксен - кунне уявлаççĕ. Районта спорт уявĕ августăн 10-мĕшĕнче пулать. Пурне те паллă ĕнтĕ, мĕн ачаран спортпа туслă çамрăк ỹссе çитсен тĕреклĕ те çирĕп вăй-халлă çын пулать. Ĕçлеме ỹркенмен, эрех-сăрапа алхасман çынсем ял-йышра та, çемьере те яланах хисепре пулнă. Уйрăмах ялти кулленхи ĕçсене тунă чухне вăйпитти çынсем пурри çав тери паха. Ялта пỹрт-çурт тăваççĕ-и, уй-хирте тăрăшаççĕ-и - пур çĕрте те вăйлă та çирĕп сывлăхлă, ĕçчен çынсем кирлĕ. Иксĕлми вăй-халпа çирĕп сывлăх çăлкуçĕ вара - физкультурăпа спорт. Çакна тĕп вырăна хурса пирĕн çĕршывра пур çулсенчи çынсене те сывă пурнăç йĕркипе пурăнма майсем туса парас тĕллевпе физкультурăпа спортăн пурлăх базине çулран-çул çирĕплетсе, аталантарса пыраççĕ. Республикăри кашни хулапа районта физкультурăпа спорт комплексĕсем пур.

Пирĕн районти "Хастар" керменĕ те республикăра лайăххисен йышĕнче. Унта спорт вăййисене вылямалли зал, бассейн, тренажерсем вырнаçнă пỹлĕм, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, кире пуканĕ йăтакансен, спорт аэробики енĕпе ташлакансен тата шахматла вылякансен пỹлĕмĕсем вырнаçнă. Спорт инструкторĕсем пулăшнипе çамрăксем тĕрлĕ уйрăмсенче спортри ăсталăхне туптаççĕ.

Çак кун районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ тулли вăйпа ĕçлĕ, вăл активлă канăва юратакансене хапăл тусах йышăнĕ. Кашниех иртекен спорт мероприятийĕсене хутшăнса сывлăхне çирĕплетме, ГТО нормисене тытма пултарĕ.

А.НИКИТИН, райадминистрацин вĕренỹ пайĕн физкультурăпа спорт, çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика