Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье хаклăхне мала хураççĕ

03 августа 2018 г.

Районăн çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес тĕллевпе нумаях пулмасть йĕркеленĕ канашлура çемье вучахĕн ăшшине упранăшăн, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн Светлана Ивановнăпа Федор Порфирьевич Сильвестровсене те "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç.

Светлана Ивановна 1963 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Ишеккассинче çуралнă. Кооператив институтĕнчен вĕренсе тухсан вăл райпора ĕçлеме тытăннă. Федор Порфирьевич вара 1961 çулхи апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕн Ирчемес ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Светлана Ивановна çак ялти лавккана инвентаризаци тума килсен паллашнă та вĕсем. Çамрăксем хăйсен юратăвне çирĕплетсе 1986 çулхи августăн 2- мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ.

Сильвестровсем хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Аслă хĕрĕ Елена Шупашкарта пурăнать, хула администрацийĕнче юристра тимлет. Дмитрий та тĕп хуламăртах пурăнать, полици тытăмĕнче вăй хурать. Палăртмалла, Сильвестровсем хăйсен хỹттине тата виçĕ ачана илнĕ, вĕсене çемье ăшшине парнеленĕ. Усрав хĕрĕ Настя Чулхула облаçĕнче пурăнать, вăл иккĕмĕш ачине пăхмалли отпускра ларать. Усрав ывăлĕ Вячеслав ЧГУ-ра вĕренет. Алексей вара электромеханика колледжне пĕтерет.

Сильвестровсен çемйи районăн тата ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçĕнче активлăхпа палăрса тăрать, вĕсене ял çыннисем те хисеплеççĕ. Йышлă çемье пысăк хуçалăх тытса пырать, ачисем ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ.

Светлана Ивановнăпа Федор Порфирьевич Сильвестровсем ытти çемьесене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, ачисене те çемье хаклăхне упрама вĕрентсе пыраççĕ.

Н.ПЕТРОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика