Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Редакцинчен тухичченех вулама пуçлать

27 июля 2018 г.

Районта пурăнакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, район хаçатне почта уйрăмĕсенчен кăна мар, редакцинчен илсе тăмалла та çырăнма пулать. Çак мелпе ытларах редакци çывăхĕнче пурăнакансем усă кураççĕ.

Акă Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Нина Викторовна Ладайкина та райхаçата эрнере икĕ хут редакцине килсе илет. "Район хаçатне мĕн хам ĕçлеме пуçланăранпах çырăнса илетĕп, - тет вăл. - Унсăрăн пурнăç çук, вăл юлташ пекех".

Тепĕр чухне вара Нина Викторовна район хаçатне редакцинчен тухичченех, крыльцарах ларса вулать. "Киле çитиччен чăтăмлăх çук, - тет вăл кăмăллăн, - хăвăртрах çĕнĕ хыпарсене, районта мĕн пулса иртнине, кама саламланине пĕлес килет".

Нина Ладайкина 35 çул хушши районти çыхăну уйрăмĕнче телефонисткăра тимленĕ. Мăшăрĕ "Сельхозхиминче" тракторпа ĕçленĕ. Ладайкинсем тăватă ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Шел те, мăшăрĕ пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Паянхи кун Нина Викторовна пĕчченех пурăнать: "Хама юлташлăх ĕне усратăп", - тет вăл сăпайлăн. Ачисем тăван йăваран вĕçсе тухса кашни хăйĕн йăвине çавăрнă, вĕсем амăшĕ патне килсех тăраççĕ. Сакăр мăнукĕ те Нина Викторовнăна савăнăçпа чун канăçне парнелеççĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика