Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо ỹсĕм çулĕпе малалла утать

11 июля 2018 г.

Кашни çулах июлĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Раççей кооператорĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Хĕрлĕ Чутай райповĕн уява савăнăçлă лару- тăрура паллă тума сăлтавĕпайтах. Вĕсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кỹреççĕ... Кооперативсен кунне халалланă мероприятисем пирĕн районта та иртрĕç.

Тăпăрчă тата сахăр печенийĕ кăларма пуçланă

Професси уявне паллă тăвассине райпо хăйсен производствинче çĕнĕ линисем уçнинчен пуçларĕ. Июлĕн 6-мĕшĕнче Чăвашпотребсоюз ертỹçи Валерий Павлов тата райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăннипе "Янтарь" ТЯО-ра сĕт пуçтарса сивĕтмелли пункт тытăмĕнче тăпăрчă кăларакан цех уçрĕç. Çĕнĕ линие хута яма миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Кунта туса кăларакан пахалăхлă тăпăрча рай-по лавккисенче туянма пулĕ.

"Четайское" тулли мар яваплă общество тытăмĕнче вара сахăр печенийĕ туса кăларакан лини хута кайрĕ. Ăна валли 5 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Çăкăр завочĕн туянакансене сĕнекен ассортименчĕ ахаль те пуян, апла пулин те кунта ĕçлекенсем мĕн тунипе çырлахса ларасшăн мар. Хăрах енĕ шăккалатлă сахăр печение районта пурăнакансем кăмăлласах туянасса шанаççĕ райпо ĕçченĕсем.

Ĕçне кура - хисепĕ

Июлĕн 7-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ Чутай кооператорĕсем хăйсен професси уявне район центрĕнче халăхпа пĕрле савăнса паллă турĕç. Уявăн савăнăçлă пайĕ каçхи сакăр сехетре пуçланчĕ. Чи малтанах ачасем валли ташă каçĕ иртрĕ, пĕчĕккисене райпо мороженăйпа сăйларĕ. Унтан йăлана кĕнĕ лотерея вылявĕ иртрĕ. Çав хушăрах уява килнисем вырăнти продукцин дегустацийĕнче тĕрлĕ апат-çимĕç тутанса пăхма пултарчĕç.

Уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăвашпотребсоюз правленийĕн председатель çумĕ Ирина Яшмолкина, райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата ытти хăнасем хутшăнчĕç, кăтартуллă ĕçлесе пыракансене тĕрлĕ наградăсем парса чысларĕç. Чи малтанах Ирина Юрьевна Яшмолкина райпо Канашĕн председательне Александр Юрьевич Степанова Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинче 2018 çулхи пĕрремĕш кварталта иртнĕ экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕшĕн Диплом тата Свидетельство парса чысларĕ. Хĕрлĕ Чутай райповĕ кондитер изделийĕсене туса кăларнăшăн пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, производство ĕç-хĕлне аталантарнăшăн - иккĕмĕш вырăна.

Çавăн пекех Александр Степанова Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнине калакан свидетельство пачĕç. "Четайское" ТЯО-н производство заведующийĕ Ираида Леонидовна Патрикеева Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата потреб-коопераци тытăмĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн райпон закройщикне Зоя Александровна Картмасована РФ Центросоюзĕн Хи-сеп грамотипе чысларĕç.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тунă ятпа Чăвашпотребсоюзăн хисеп грамотине çак ĕçченсем тивĕçрĕç:

- Валентина Витальевна Михеева, универсаллă ярмăрккă заведующийĕ;

- Маргарита Валентиновна Тихонова, "Четайское" ТЯО технологĕ;

- Николай Федорович Шуськин, "Четайское" ТЯО водителĕ;

- Галина Александровна Яркина, райпон тĕп экономисчĕ;

- Надежда Николаевна Соколова, райпон категориллĕ ме-неджерĕ;

- Светлана Ивановна Сильвестрова, райпо ревизорĕ;

- Галина Николаевна Таерова, райпон склад заведующийĕ;

- Евгений Петрович Глибин, "Четайское" ТЯО ĕçченĕ;

- Надежда Константиновна Борисова, Кив Атикассинчи лавккапа "Шуçăм" бар заведующийĕ;

- Наталья Ивановна Смирнова, "Сирень" кафе поварĕ;

- Ольга Михайловна Самышкина, райпон тĕп бухгалтер çумĕ;

- Альбина Михайловна Федорова, 1-мĕш № гастроном сутуçи;

- Тамара Егоровна Егорова, "Уют" кафе заведующийĕ; - Андрей Юрьевич Храмов, "Стройхозтовары" сутуçи.

"Питание" ТЯО кассирĕ Агния Васильевна Борисова тата Нонна Петровна Гаврилова буфетчица, Галина Владимировна Искендерова товаровед "Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕç.

Журналистсем хушшинче çулсерен иртекен "Потребительсен кооперацийĕ-2017" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин потребительсен обществин союзĕн Дипломне "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Николаевна Оринова тивĕçрĕ.

Кооператорсен уявне малалла чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ тăсрĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика