Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасарах пулать-и?

13 апреля 2018 г.

Кунран-кун çанталăк ăшăтса пынă май уй-хир те майĕпен хуралать, çул хĕрринчи çỹп-çап куписем те "вăранма" пуçларĕç.

Иртнĕ çул район территорийĕнче ăпăр-тапăра хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ятарласа машина пухса çỹрерĕ, укçи-тенкине те халăхран пухрĕç. Анчах та кил таврашĕнчи çỹп-çапа пуçтаракан транспорт çуллахи уйăхсенче пĕр-икĕ хутчен курăнчĕ те кайран таçта çухалчĕ, шăрши-марши те пулмарĕ. Тен, чылайăшĕ ĕçре пулнă пирки ăна асăрхаса юлайман? Канмалли кунсенче килмелле тунă пулсан ял халăхĕ кăмăллă юлĕччĕ.

Акă тĕп хуламăрта апрелĕн 1-мĕшĕнче кил-çуртри ăпăр-тапăра (пластик кĕленчесене, макулатурăна, консерв банкисене тата йăлари ытти кирлĕ мар япаласене) пуçтарас енĕпе акци иртнĕ. Килти ăпăр-тапăра урама тухса пăрахиччен, тавралăха вараличчен ятарлă пунктсене çитермелле пулнă. Çакăн пек акцие малашне те кашни уйăхăн пĕрремĕш вырсарникунĕнче ирттерме палăртаççĕ. Мĕнех, питĕ лайăх, ял тăрăхĕсен те çывăрмалла мар, çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ.

Мăнкун умĕн кашниех килти, кил таврашĕнчи хĕл каçа пухăннă ăпăр-тапăра пуçтарма тăрăшрĕ, кил-çурта тусанран шăлчĕ. Кирлĕ мар япали вара пухăнатех. Ăна ăçта чикмелле? Пурне те çунтараймăн. Кил таврашĕнче чĕртме хăрушăтарах. Капла пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Тен, çавăнпа çутă та таса уяв умĕнхи эрнере çул хĕррисемпе çỹп-çап миххисем курăна пуçларĕç. Анчах та вĕсене йытăсем çурса сапалама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Айăпĕ хамăртах паллах. Çын пĕрре ăпăр-тапăр тăкнă çỹп-çап купи патнех утать. Ăна çак йăларан хăпма йывăртарах пулĕ.

Астăвасса, темиçе çул каялла урамсемпе çул хĕррисене вараланăшăн штраф та тỹлеттеретчĕç. Ăпăр-тапăрне вара тăкаканне хăйне пуçтарттаратчĕç. Кил-çурт умĕнче вутă-шанкă та, тимĕр-тăмăр та выртман. Вăл вăхăтра çырмасем те çỹп-çап айне путман.

Çавăнпа та çакăн евĕр акцисене пирĕн тăрăхра та ирттерсен мĕнле лайăх пулĕччĕ. Тавралăх чечеклентĕр, çỹп-çап куписем вара куç тĕлне ан пулччăр.

Тавралăхра илемсĕрлĕх хуçаланни пирки редакцине çулсерен шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Кашниех хăй пĕлекен çỹп-çап вырăнĕсене çитсе курма сĕнет. Анчах çак эрнере район сăн-пичĕ тасалма пуçлани сисĕнет, хăш-пĕр çĕрте çỹп-çап куписем çухалса пыни савăнтарать. Акă салари Ленин урамĕнчи çутă юписем çумĕнчи ăпăр-тапăр тултарнă хутаçсене, Туктамăш ялне пырса кĕмелли çул хĕрринчи михĕсене пуçтарни курăнчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе апрелĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа майăн 31-мĕшĕччен территорие санитарипе экологи енчен тасатассипе тата хăтлăх кỹрессипе икĕ уйăхлăх иртет. Уйăхлăха граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас, тасалăхпа йĕрке кĕртес, халăх пурăнакан территорисенче лартнă йывăçсене çĕнетес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Районти экологи субботникĕ апрелĕн 28-мĕшĕнче иртет.

Ĕçсен тĕп пайне Çĕнтерỹ кунне уявличчен вĕçлеме палăртнă.

А.АЛЕКСЕЕВА

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика