Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврапĕлỹçĕсене чысланă

05 апреля 2018 г.

Мартăн 31-мĕшĕнче Шупашкарти Наци библиотекинче республикăри таврапĕлỹçĕсен пысăк пухăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă. Пухура иртнĕ çулхи ĕç-хĕле тишкернĕ май таврапĕлỹçĕсене наградăсем парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче пирĕн район таврапĕлỹçисем те пулнă.

2017 çулта кăларнă кĕнекесемшĕн Николай Иванович Полозин ("Краткая энциклопедия просвещения Красночетайского края" кăларăм редакторĕ) Михаил Тинехпи ячĕллĕ Диплома тивĕçнĕ; Лев Васильевич Медведев ("Вскормленные соком родных берез" кĕнеке авторĕ) - Куçма Элле ячĕллĕ Диплома; Александр Петрович Трофимов ("Турхан шкулĕ" кĕнеке авторĕ) - Алексей Милли ячĕллĕ Диплома.

Тăван тавралăха тĕпченĕшĕн тата пĕлĕвĕсене халăх хушшинче сарнăшăн Лев Васильевич Медведева "Чăваш ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти" хисеплĕ ят панă. Валерий Константинович Романовпа Александр Петрович Трофимов "Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ" ята тивĕçнĕ.

Чăваш таврапĕлỹçисен Союзĕн Хисеп грамотине районти "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕн Пантьăкри филиалĕн методистне Николай Иванович Трифонова, çавăн пекех Галина Вячеславовна Зотовапа Светлана Вячеславовна Яруткина таврапĕлỹçĕсене парса чысланă.

Пухура Хĕрлĕ Чутай районĕн таврапĕлỹçисем республикăри чи лайăх виçĕ район шутĕнче пулнине палăртнă.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика