Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслашар, сывлăхлă пулар

04 апреля 2018 г.

Мартăн 24-25-мĕшĕсенче Пенза хулинче ветерансем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Медальсемшĕн çĕршывăмăрăн 44 регионĕнчен 300 ытла спортсмен тупăшнă. Чăваш Ен чысне республикăри 12 спортсмен хỹтĕленĕ, вĕсен йышĕнче Людмила Михуткинапа Валентин Харитонов та пулнă. Палăртмалла, Людмила Михуткина 3000 тата 5000 метрлă дистанцисене парăнтарса (утассипе) финиша пĕрремĕш çитнĕ, ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Вăлах 200 метрлă дистанцие иккĕмĕш чупса тухнă, 1500 метрлă дистанцире виççĕмĕш пулнă. Валентин Харитонов та тăватă медаль çĕнсе илме пултарнă. Вăл эстафета чупăвĕнче палăрса "кĕмĕле" тивĕçнĕ. Хăйĕн ỹсĕмĕнчи спортсменсем хушшинче 60 тата 200 метрлă дистанцисене парăнтарса, тăршшĕне сиксе пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăнă.

Çак кунах, мартăн 24-мĕшĕнче, "Чавал" уçланкăра йĕлтĕрçĕсен "Çурхи тумлам" спорт уявĕ иртрĕ. Хальхинче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем районти депутатсен Пухăвĕн парнисемшĕн тупăшрĕç. Спортсменсем хăйсен ỹсĕмĕсене кура 2, 3 тата 5 километрлă дистанцисене парăнтарчĕç.

2006 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Питĕркасси шкулĕнчи Вероника Дадюкова тухрĕ, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Светлана Матюшкина финиша иккĕмĕш çитрĕ, Питĕркасси шкулĕнчи Диана Сядайкина - виççĕмĕш. Арçын ачасем хушшинче Владимир Кондратьев (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) пĕрремĕш вырăна, Константин Устинов (Çĕн Атикасси шкулĕ) иккĕмĕшне, Дмитрий Михуткин (Питĕркасси шкулĕ) виççĕмĕшне тивĕçрĕ.

2004-2005 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен çаксем палăрчĕç: Елена Мурайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - пĕрремĕш, Олеся Маламайкина (Çĕн Атикасси шкулĕ) - иккĕмĕш, Ксения Иванова (Атнар шкулĕ) - виççĕмĕш. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен Алексей Кузьмин (Атнар шкулĕ) финиша пĕрремĕш çитрĕ, ун хыççăн - Семен Сядайкинпа (Питĕркасси шкулĕ) Сергей Иванов (Атнар шкулĕ).

2002-2003 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче Питĕркасси шкулĕнче ăс пухакан Ева Кутузована çитекен пулмарĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнчи Оле-ся Корчакова иккĕмĕш пулчĕ. Асăннă ỹсĕмри арçын ачасем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем - Мурат Ильинпа Александр Ефремов - пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Атнар шкулĕнче вĕренекен Иван Чумаков - виççĕмĕш.

2000-2001 çулсенче çуралнă хĕрсенчен Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем малти вырăнсене йы-шăнчĕç: Светлана Ванюшкина тата Анастасия Вашуркина. Каччăсенчен те Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем малта пулчĕç - Денис Ремизовпа Максим Аксаков.

19-29 çулхи хĕрарăмсем хушшинче район больницинче тăрăшакан Лилия Зайцева финиша пĕрремĕш çитрĕ, "Пилеш" ача садĕнче ĕçлекен Валентина Вазикова - иккĕмĕш. Çак çулхи арçынсенчен "Хастар" ФСК-ри Эдуард Дадюков пĕрремĕш пулчĕ.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен "Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакан Оксана Андрианова пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, районти ЗАГС уйрăмĕнче вăй хуракан Алина Мурайкина - иккĕмĕшне, "Пилеш" ача садĕнче ĕçлекен Наталья Мидакова - виççĕмĕшне. Арçынсем хушшинчи хĕрỹ тупăшура райпора тăрăшакан Дмитрий Волков финиша пĕрремĕш парăнтарчĕ, Етĕрне райповĕнчи Андрей Леонтьевпа Алексей Бочков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

40-49 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче çаксем палăрчĕç: Ольга Чернова (Етĕрне райповĕ) - пĕрремĕш, Галина Волкова (райпо) - иккĕмĕш, Надежда Соколова (райпо) - виççĕмĕш. Арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Владимир Михуткин (Хĕрлĕ Чутай, ЛТЦ) тивĕçрĕ, Андриан Калинин (Етĕрне райповĕ) - иккĕмĕш, Владимир Мурайкин ("Нива" ЯХПК) - виççĕмĕш.

50-59 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕнче вăй хуракан Ираида Евсеева финиша пĕрремĕш çитрĕ. Çак ỹсĕмри арçынсем хушшинче мала тухнисем çаксем: Юрий Михайлов (район сучĕ) - пĕрремĕш, Иван Михопаров ("Нива" ЯХПК) - иккĕмĕш, Вячеслав Дадюков ("Хастар" ФСК) - виççĕмĕш.

А.НИКИТИН.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика