Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕмĕл саслă Чутай пикисем

30 марта 2018 г.

Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри юрлама пĕлсен кăна... Мартăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта çамрăк юрăçсем юрлас ăсталăха кăтартас енĕпе тупăшнă: Чăваш культурăпа искусствăсен институтĕнче Пĕтĕм Раççейри чăваш эстрада юррисен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Кăçалхипе 19-мĕш хут иртнĕ пултарулăх тупăшăвне 30 ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсем Шупашкара Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисемпе облаçĕсенчен çитнĕ. Конкурсантсем халăхра анлă сарăлнă юрăсене те, çĕннисене те шăрантарнă. Кашнин сасси, кашнин пултарулăхĕ чуна хăйне май тыткăнланă.

Палăртма кăмăллă, конкурс çулсерен малашлăхлă пулас çамрăк юрăçсен çĕнĕ ячĕсене уçать. Кăçал та çаплах пулса тухнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ỹснĕ хĕрсем тивĕçлĕ кăтартусем тума пултарнă. Гран-прие Мучикасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Екатерина Мурайкина çĕнсе илнĕ. Екатерина юрлас ăсталăхне паллă чăваш юрăçи Августа Уляндина патĕнче туптать, вăл ертсе пыракан "Ярды" ушкăнра юрлать.

"Кĕмĕл сасă" конкурса Штанашра пурăнакан, Çĕн Атикасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Татьяна Ефремова та хутшăннă. Таня "Чи çепĕç саслă юрăç" номинацире палăрнă. Аса илтерес килет, Татьяна Ефремова Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ йĕркеленипе 2016 çулта иртнĕ "Чутай пики" конкурса та хутшăннăччĕ. Ун чухне те вăл куракансене хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнларĕ, "Чи çепĕç пике" ята тивĕçрĕ.

А.ВАСЮКОВА, А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика