Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх шучĕ те сахалланнă

30 марта 2018 г.

Юлашки вунă çул хушшинче республикăра ялхуçалăхĕ мĕнле улшăннине 2016 çулта ирттернĕ тĕпчеври цифрăсем кăтартса параççĕ. Çапла, ун чухне районта 8 ялхуçалăх организацийĕ (2006 çулта - 10), 25 фермерпа хресчен хуçалăхĕ (уйрăм предпринимательсемпе пĕрле (2006 çулта - 9), 9,6 пин хушма тата граждансен ытти уйрăм хуçалăхĕ (2006 çулта - 9,3 пин) пулнă.

Пур категориллĕ хуçалăхсен ял-хуçалăх культурисене акмалли пĕтĕмĕшле лаптăк 10 çул хушшинче 41 процент (е 7,8 пин гектар) чакнă. Унпа пĕрлех фермерсен çĕр лаптăкĕсем икĕ хут ỹснĕ. Апла пулин те акмалли лаптăкăн виçи пĕр ялхуçалăх организацийĕ пуçне 18 процент чакнă (1335 гектартан 1095 гектар таран), пĕр фермер хуçалăхĕ пуçне - 10 процент (109 гектартан 99 гектар таран).

Çыравсем иртнĕ тапхăрта районта пур категориллĕ хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акмалли лаптăксем 26 процент чакнă. Çакăн патне ялхуçалăх организацийĕсем акмалли лаптăксене пĕчĕклетни (2,6 пин гектар е 39 процент) çитернĕ. Хресченпе фермер хуçалăхĕсенче акмалли лаптăксем икĕ хут ỹснĕ пулин те туса илекенсен тытăмĕнче малтанхи пекех ялхуçалăх организацийĕсем малта (76,2 процент) пыраççĕ.

Çĕрулми лартмалли лаптăксем те районта самай чакнă - 48 процент. Çак енĕпе уйрăмах уйрăм хушма хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Пахча çимĕç культурисене лартмалли лаптăксем те 23 гектар пĕчĕкленнĕ.

Выльăх апачĕ акмалли лаптăксем 5,5 пин гектар (икĕ хут) чакнă.

Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ те районта 6,1 пин пуç (44 процент) чакнă. Ялхуçалăх организацийĕсенче сыснасен шутне ỹстерни те районти хуçалăхсенчи кăтартăва лайăхлатман. Сăлтавĕ - ял халăхĕ хушшинче сысна тытакансем сахалланни. Сурăхпа качакасен шучĕ те 1,2 пин пуç таран чакнă. Районти ялхуçалăх организацийĕсенче вĕсене тытма пăрахнă. Асăннă тапхăрта килти кайăк-кĕшĕк шучĕ улшăнманпа пĕрех. Малтанхи пекех кайăк-кĕшĕке уйрăм хушма хуçалăхсенче тытаççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика