Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курăр

28 марта 2018 г.

2017 çулта районти социаллă хỹтлĕх пайĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçласа пычĕ. Районти кашни виççĕмĕш çын тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курать. Çавна валли пĕлтĕр 66 миллион та 400 пин тенкĕ уйăрнă. Паянхи куна Хĕрлĕ Чутай районĕнче 9 вăрçă участникĕ, 115 салтак арăмĕ, нумай ачаллă 92 çемье тата ытти категорисем çăмăллăхсемпе усă кураççĕ.

Çулсерен ĕç ветеранĕсен йышĕ ỹссе пырать. 2017 çулта çак хисеплĕ ята 96 çын тивĕçнĕ. Регион çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерме пĕлтĕр 2050 çынна (ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, репрессие çакланнисем) 26 миллион та 600 пин тенкĕ уйăрнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă 19 çынна сывлăхĕсене çирĕплетме "Вега" санаторие канма янă.

Вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç те малалла пырать. Пĕлтĕр пĕр салтак арăмне сертификат панă. Раççей Федерацийĕн В.В.Путинăн Указĕпе пирĕн районта çак çăмăллăхсемпе пурĕ 266 çын усă курнă. 2010 çултанпа вĕсене кил-çурт условийĕсене лайăхлатма 257 миллион та 577 пин тенкĕ уйăрнă.

Сахал тупăшлă çынсене çутăпа тата ăшăпа усă курнăшăн субсидисем пама тăрăшатпăр. 2017 çулта 232 çемьене 1 миллион та 800 пин тенкĕ тавăрса панă. Çавăнпа та сире пирĕн пата килсе патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курма чĕнетпĕр. Хĕл сиввисенче çутăпа ăшăшăн укçа чылай тỹлетпĕр, çемье тупăшĕ нумайăшĕн пысăк мар.

2017 çулта 630 инвалида коммуналлă тỹлевсемшĕн 3,14 миллион тенкĕ тавăрса панă. Малтан вĕсене кашни уйăхра 736 тенкĕ паратчĕç, халĕ вара çемье мĕнле тỹленине пăхса пĕр çыннăнне çуррине тавăрса параççĕ. 2017 çулта 900 ачана тĕрлĕ пособисемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем валли пĕлтĕр 29,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çемьере виççĕмĕш ача çуратнăшăн ача виçĕ çул тултариччен патшалăх 8916 тенкĕ парать. Пĕлтĕр çак пособие тỹлеме пăрахнăччĕ. Анчах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев тăрăшнипе ноябрь уйăхĕнчен татах тỹлеме пуçларĕç.

Кăçал вара пĕрремĕш ача çуратнăшăн ача çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен 8910 тенкĕ тỹлеме пуçларăмăр. Çак пособипе тивĕçтересси Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе пулса пырать.

Виççĕмĕш ача çуратнăшăн республика çемье капиталне 100 пин тенкĕ парассине 2021 çулччен тăсрĕ.

Куратăр ĕнтĕ, çулсерен çăмăллăхсен виçисем ỹссе пыраççĕ. Çавăнпа та сире патшалăх çăмăллăхĕсемпе туллин усă курма сĕнетпĕр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика