Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуракине хатĕрленеççĕ

28 марта 2018 г.

Чăваш Енре 324 пин гектар çинче çураки ирттермелле. Пĕтĕмпе вара тыр-пул лаптăкĕ 560 пин гектар йышăнмалла. Кун пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть йĕркеленĕ канашлура ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ.

Республикăри тыр-пул лаптăкĕн çуррине тĕштырă йышăнĕ. Çĕрĕн тепĕр пысăк пайне - 38 процентне - выльăх апачĕ валли уйăрĕç. Вĕсемпе танлаштарсан, çĕрулми лаптăкĕ пысăк мар - 5 процент кăна. Иртнĕ çул "иккĕмĕш çăкăрпа" ĕçлени тупăшлă пулнăран, кăçал районсем умне ку пахча-çимĕçе ытларах туса илме тĕллев лартнă. Çав вăхăтрах хĕвелçаврăнăш валли сахалрах вырăн уйăрма сĕннĕ. Çакна асăннă культурăна пирĕн тăрăхри çанталăк условийĕсенче акса çитĕнтерме тата пухса илме йывăр пулнипе сăлтавланă. Чăваш Енре çĕнĕ тухăç валли 50 пин ытла тонна вăрлăх янтланă. Ку вăл кирлинчен 3 процент ытларах. Хуçалăхсенче халĕ акмалли материала кондицие çитерессипе тăрăшаççĕ.

Республикăри тракторпа машина паркĕн 90 проценчĕ уя тухма хатĕр. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту - çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтересси. Хуçалăхсене топливо туянма çăмăллатнă кредитсем пулăшмалла. Хресченсене патшалăх ытти енĕпе те тĕрев пама пултарать.

Çураки валли кăçал пурĕ 1 миллиард та 800 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Хальхи вăхăтра республикăри аграрисем патне 216 миллион тенкĕ çитнĕ.

Районта:

Районти хуçалăхсенче те çуракине хатĕрленессипе ĕçлеççĕ. Кăçал ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тыр-пула 5096 гектар çинче акса хăварма палăртнă, вăл шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене - 4055 гектар, выльăх апатне - 1041 гектар, кукурузăна (апатлăх) - 475 гектар, çĕрулмие - 11 гектар. Унсăр пуçне пĕлтĕр 1270 гектар çинче кĕрхи тыр-пул акса хăварнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 5325 гектарпа танлашмалла.

Кăçал валли хуçалăхсем 1284 тонна вăрлăх ха- тĕрленĕ, вĕсенчен 897 тоннине кондицие кĕртнĕ. Ытти 387 тоннине акана тухиччен кондицие кĕртмелле. Лайăх тухăç илес тĕллевпе районти хуçалăхсем 101 тонна элита вăрлăх туянма палăртнă: "Коминтерн" ЯХПК - 50 тонна, "Нива" ЯХПК" - 15 тонна, Е.Ю.Тибогайкин хресченпе фермер хуçалăхĕ - 36 тонна.

Кĕрхи культурăсене, нумай çул ỹсекен курăксе-не апатлантарма 890 тонна минераллă удобрени кирлĕ. Çак тĕллевпе "Коминтерн" ЯХПК 200 тонна минераллă удобрени илме килĕшỹ тунă, 120 тоннине илсе килнĕ.

Çураки ирттерме 205 тонна топливо кирлĕ, 40 тоннине туянса хунă. Топливо туянас ĕç малалла пырать. Хальлĕхе хуçалăхсенче техникăна çуракине хатĕрлессипе тимлеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика