Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребкоопераци - 125 çулта

21 марта 2018 г.

ЧР Потребитель кооперацийĕ 125 çул тултарчĕ. Çак уява халалласа нумаях пулмасть Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пысăк мероприяти иртрĕ. Унта райпо ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Мероприятин савăнăçлă пайĕнче чи лайăх кооператорсем наградăсене тивĕçрĕç. Палăртма кăмăллă, вĕсен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай райповĕ те пулчĕ. Вăл "Чи лайăх çулталăк динамики" тата "Çулталăкăн спортри çĕнтерĕвĕ" номинацисенче палăрчĕ.

Чылай çул хушши пĕрле тухăçлă ĕçленĕшĕн тата пысăк профессионализмшăн райпо Канашĕн председателĕ Александр Юрьевич Степанов Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвăн Патшалăх Думин депутачĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Ĕçре çитĕнỹсем тунăшăн тата чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райпо ревизорĕ Светлана Ивановна Сильвестрова Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотине, потребкоопераци тытăмĕнче чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн кадр енĕпе ĕçлекен правлени председателĕн çумĕ Елена Анатольевна Кудряшова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Яллă вырăнсенчи предприятисемпе учрежденисем тата организацисем хушшинче физкультурăпа спорт ĕçне чи лайăх йĕркеленĕшĕн, смотр-конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннăшăн райпо спортсменĕсене Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Дипломĕпе наградăларĕç.

Çакна та хушмалла, Чăвашпотребсоюз Канашĕн йышăнăвĕпе республикăри потребитель кооперацийĕн организацийĕ-семпе предприятийĕсем хушшинчи 2017 çулхи экономика ăмăртăвĕнче Хĕрлĕ Чутай райповĕ тĕрлĕ номинацисенче призерсен йышне кĕнĕ. Йăлари пулăшусене аталантарнăшăн тата сĕт туянса пысăк кăтартусем тунăшăн райпо виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Обществăлла апатланăва, çавăн пекех производство ĕçне аталантарнăшăн, кондитер изделийĕсен производствинче пысăк кăтартусем тунăшăн иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. "Çăкăр пĕçерессипе чи лайăх кăтартусемшĕн" номинацире пирĕн кооператорсем пĕрремĕш пулнă.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика