Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕ трактор патнех туртăнать

21 марта 2018 г.

Ăна ял-йыш ырă кăмăлĕшĕн, уçă чунĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн, пултару-лăхĕшĕн хисеплет. Валерий Абакумов Калкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах тĕпленнĕ. Вăл ачаранах çĕр ĕçне юратнă. Тен, çавăнпа унăн чунĕ ялхуçалăх техники патнех туртăннă.

Çемьери çичĕ ачаран тăваттăмĕш пулнă Валерий Семенович. Унăн ашшĕ "Путь Ильича" колхозра бухгалтерта ĕçленĕ, амăшĕ те унтах вăй хунă. Ял çинче ятлă çынсем пулнă вĕсем, хăйсен тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне хисеплеме, ăна юратма хăнăхтарса пынă. Серенкассинчи шкултан вĕренсе тухсанах тăван колхоза тракторпа ĕçлеме вырнаçнă Валерий Абакумов. Унтан Германире (ГСВГ) танкистра çар тивĕçне пурнăçланă. Тăван киле таврăнсан та колхозрах ĕçлеме кăмăл тунă, кайран МСО-ра та тĕрлĕ йывăр техникăна алла илнĕ. Ачкасси хĕрĕпе çемье çавăрнă.

Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ Валерий Семенович. Акă çак кунсенче, мартăн 19-мĕшĕнче, вăл хăйĕн 65 çулхи юбилейне те кĕтсе илнĕ. Апла пулин те çамрăклăх çулĕсем хыçа юлнине сисмест вăл. Паянхи кун та унăн чунĕ трактор патнех туртăнать. Ăна нимĕнле çăмăл машина та интереслентермест. Унăн аллисем ялхуçалăх техникине кăмăллаççĕ. Пĕр ĕçрен те хăрамасть, ỹркенмест. Çавăнпа ăна халăх ял старости пулма шаннă та. Пĕчĕкрен ялта ỹссе çитĕннĕскер ял халăхĕн нушине лайăх пĕлет Валерий Семенович. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл йĕлтĕрпе чупма тухать, эрнере икĕ хутчен "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне сывлăхне çирĕплетме çỹрет. Çакă ăна кунсерен вăй-хал хушса пырать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика