Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телефонсăр мĕнле пурăнăпăр-ши?

21 марта 2018 г.

Эпир 20 çула яхăн ĕнтĕ сотовăй телефонпа смартфона алăран ямастпăр. Эрнере çичĕ кун 24-шар сехет хушши çыхăнура пулмасан чылайăшĕшĕн тĕнче пĕтсе килнĕн туйăнать. Тулли батарейăллă смартфон тата интернет лайăх тытни - телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ? Уйрăмах çамрăк ăру аллинчи телефона пĕр самантлăха та ямасть, кашни çеккунтрах почтăпа социаллă сете тĕрĕслет. Çакă аякран пăхсан невроз хăнăхăвне аса илтерет: çутрĕ, вуларĕ, çырчĕ, сỹнтерчĕ, минут иртсенех каллех - çутрĕ, вуларĕ, çырчĕ, сỹнтерчĕ...

Шел те, чылайăшĕ çакна асăрхамасть, телефона çутсан мĕн вуланине çийĕнчех манса каять. Телефон çинчи сигнал çухалсанах çыхăну шайне лайăхлатма, "чĕртме" тытăнатпăр, пỹлĕм тăрăх чупса экран çинчи паллăсене сăнатпăр. Çыхăну шайĕ икĕ йĕр те пулин кăтарттăр тетпĕр мар-и? Хăшĕ-пĕрисем, тĕслĕхрен, хăна çуртĕнче интернет ĕçлемесен урăх вырăн шыраççĕ. Теприсем укçа-тенкине шеллемесĕр интернет кĕртеççĕ. Мĕне валли? Бизнес ыйтать-и? Çук, социаллă сете кĕмелле, "лайк" лартмалла. Анчах та яланах интернетра ларма кирлĕ мар. Çыннăн информацие майĕпен илсе пымалла. Çав хушăрах урăх ĕçе те пурнăçламалла. Пуçа харăсах нумай информаци кĕртме кирлĕ мар. Кун пек вăл ăпăр-тапăрпа пĕрлех кирлĕ япаласемпе тултарнă чартака аса илтерет.

Çамрăксен психики мĕншĕн хавшать-ха? Шăпах çавăнпа.

Н.ДАНИЛОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика