Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен кун-çулĕ уçă кĕнеке пек

05 марта 2018 г.

Февраль уйăхĕ сумлă юбилейсемпе, чăн та, пуян. Район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, социаллă хỹтлĕх пайĕн сотрудникĕсем çак кунсенче ветерансем патне çитсе вĕсене юбилейĕсемпе саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕпе паллаштарнă.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакан Анастасия Николаевна Столярова февралĕн 26-мĕшĕнче 95 çул тултарнă, февралĕн 27-мĕшĕнче Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Анастасия Илларионовна Капралова тата февралĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакан Василий Григорьевич Шехрейкин хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă.

Çак çулхи ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветерансен. Вĕсем мĕн ачаран аслисемпе тан ир пуçласа хĕвел аниччен уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр кун та ĕçсĕр ларман, пĕр ĕçрен те хăраса тăман, малаллах талпăннă, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Тата çамрăкраххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, ырă тĕслĕх илнĕ. Мăшăрлансан ачисене ура çине тăратма вăй-халне шеллемен. Вашават та ырă кăмăллăскерсем, çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Ветерансем пурнăç çине савăк куçпа пăхаççĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлаççĕ. Кун-çул иртнĕçем çак туйăмсем вĕсенче вăйланнă, çирĕпленнĕ çеç.

Василий Григорьевич Шехрейкинăн та кун-çулĕ уçă кĕнеке пек. Çар тивĕçне пур-нăçланă хыççăн вăл хăйĕн пурнăçĕн чылай пайне хурал ĕçне халалланă. Прасковья Андреевнăпа мăшăрланса виçĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Вĕсем пурнăç çулĕпе 60 çул пĕрле утаççĕ ĕнтĕ. Мĕн çамрăкран ĕçе хă-нăхнăскер, паян та çĕр ĕçĕпе аппаланма кăмăллать ватă, сад-пахчари йывăç-тĕме, йăрансене пăхсах тăрать. Пушă вăхăт тупăнсанах алла хаçат тытать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те ăна кун-çул хушсах пырать.

- Пурнăç нихăçан та ачашламан. Çемьере çичĕ ача пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пурăнма çав тери йывăрччĕ. Çав терт-нуша характера çирĕплетрĕ те. Эпир пурте çĕнтерỹ кунĕ çитессе, пурнăç лайăх енне улшăнасса шанса тăнă. Ман атте те виçĕ вăрçă витĕр тухса 91 çула çитрĕ, - аса илет Василий Григорьевич.

Паянхи кун ветерансем ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен, çывăх тăванĕсен тимлĕхне, юратăвне туйса пурăнаççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика