Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ

05 марта 2018 г.

Ĕнер, мартăн 1-мĕшĕнче, Мускаври "Манеж" Тĕп курав залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче çакă - 24-мĕш Çыру, Путиншăн вара - 14-мĕш. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Аслă суд ертỹçисем, çĕршывăн ĕç тăвакан власть органĕсем, губернаторсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăннă.

Президент Çырăвне вуланă çĕре Чăваш Республикин делегацийĕ те, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе, хутшăннă.

Икĕ сехете яхăн тăсăлнă сăмахĕнче Президент çĕршывăн шалти тата тулашри политикин ыйтăвĕсене тишкерчĕ, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне хакларĕ. Уйрăмах Владимир Путин оборонăпа çыхăннă ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, Раççейĕн çĕнĕ йышши, мăнаçлă хĕç-пăшал, çав шутра тĕнчипе те çук гиперсаслă хĕç-пăшал та, пуррине палăртрĕ. Çавăн пекех Президент çĕршыври халăхăн пурнăçне лайăхлатмалли пирки каларĕ, çуртсем нумай тумаллине, 5 миллион çемьене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермеллине, ипотека ставкине пĕчĕклетсех пымаллине палăртрĕ. Яллă вырăнсенче çулсене лайăхлатмалли çинче те чарăнса тăчĕ Владимир Владимирович. Унпа пĕрлех ялсене те пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтермеллине каларĕ. Ялхуçалăхне, пĕчĕк предпринимательствăна аталантармалли çинче те чарăнса тăчĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика