Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсенчен асăрханăр

28 февраля 2018 г.

Юлашки вăхăтра республика территорийĕнче Интернет сечĕпе тата мобильлĕ телефонпа усă курса улталанă тĕслĕхсем нумайланнă. Вĕсене виçĕ ушкăн çине уйăрма пулать:

1. Интернет-сайтсем тата тỹлевсĕр пĕлтерỹсен хаçачĕсем урлă тавар туянас сăлтавпа тунисем. Ултавçăсем Интернетри е хаçатри пĕлтерỹре кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравлаççĕ, тавар туянма хатĕррине пĕлтереççĕ, укçа куçарма сутуçăн банк карттин реквизичĕсене е терминал патне пырса тĕрлĕ операци тума ыйтаççĕ.

2. Интернет-сайтра тавар сутнă пек кăтартса улталани. Кун пек чухне туянакан хăйне килĕшнĕ таваршăн укçа куçарса парать, анчах та ăна кĕтсе илеймест. Паллах, асăннă Интернет-сайта урăх кĕме май пулмасть.

3. Вируслă программа пулăшăвĕпе усă курса укçа вăрлани. Инкек тỹснĕ çыннăн телефонĕ çине СМС-пĕлтерỹ килет, унта тĕрлĕ сăлтавпа кăтартнă ссылкăпа кайма ыйтнă. Асăннă пĕлтерĕве уçсан карттăри пур укçа та çухалать.

Хисеплĕ граждансем, тимлĕ пулăр! Ултавçăсене хăвăра улталама ан парăр. Пĕлмен, палламан çынсене укçа куçарма ан васкăр. Çавăн пекех социаллă ĕçчен е пĕр-пĕр суту-илỹ учрежденийĕн представителĕ пулса сире таварсем, медикаментсем, призсем е тỹлевсем сĕнекенсене ĕненмелле мар. Телефонпа шăнкăравласа сирĕн çывăх çыннăрсем инкеке лекнĕ тесе пĕлтерекенсене, вĕсене пулăшма укçа куçарма ыйтакансене ан ĕненĕр. Сирĕн банк карттине блокировка тунине шăнкăравласа пĕлтерсен те ĕненме кирлĕ мар. Ыйту тухсан çывăхри банка çитсе специалистран пулăшу ыйтмалла. Банк карттин реквизичĕсене никама та парас çук.

Ултавла ĕçсемпе хутшăнакансем е шанчăксăртарах çынсем çинчен информаци пулсан тăхтаса тăмасăр районти полици уйрăмне çак телефон номерĕсемпе пĕлтерĕр: 02 тата 2-11-02.

В.БЕЛОВ,

районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика