Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ыйтусене татса пама яланах хатĕр

28 февраля 2018 г.

Кăçал Раççейĕн архив службине туса хунăранпа 100 çул çитет, Чăваш Республикин архив служби 95 çул тултарать, район архивĕ - 85 çул.

Районта пурăнакансенчен чылайăшĕ архив ăçта вырнаçнине пĕлсех те каймасть пулĕ. Анчах та çакă вăхăтлăха çеç - пирĕнтен чылайăшĕ хăçан та пулин архива каятех. Уйрăмах тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт çитсен çынсен ĕç стажне çирĕплетесси, шалу пирки справка илме архива кайма тивет. Куçман пурлăхпа е çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă справкăсем илме те пирĕн пата килеççĕ. Е тата иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чылай организаци арканнăран архивра унта ĕçленисем пирки калакан документсем те нумай. Хамăр тăрăхри таврапĕлỹçĕсем те документсемпе сехечĕ-сехечĕпе ларма хатĕр.

Сăмах май, кирлĕ документсене эпир тепĕр чухне 20 ĕç кунĕ хушши хатĕрлетпĕр - пĕтĕмпех ыйтупа тухакансем мĕн чухлĕ пулнинчен килет.

Палăртмалла, ыйтусемпе пирĕн пата районта пурăнакансем кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Эпир пурин ыйтăвне те татса пама тăрăшатпăр, анчах та тепĕр чухне, шел те, пулăшаймастпăр. Тĕслĕхрен, йăх-несĕлсене е вăрçăра вилнĕ тăванĕсене тупма тăрăшакансене пулăшма май килмест - пирĕн кун пек информаци çук.

Архиври документсем тăрăх район историне пĕлме пулать - чылай документ 75, 50 çул хушши упранать. Çавăнпа та паянхи ертỹçĕсемпе тĕп бухгалтерсен çакна асра тытса ĕçлемелле.

Пурĕпе вара архивра 20 пин ытла единица упранать, вĕсенчен 8 пин ытла документ организацисенчи уйрăм çынсене пырса тивет. Çак хутсене упрассишĕн пурĕ архивра тăрăшакан икĕ çын яваплă.

Елена ТВЕРСКОВА, райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика