Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марафон пуçланнă

21 февраля 2018 г.

Февралĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх акцие савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Палăртмалла, кăçал Чăваш Енри Ачасен фончĕ йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнине паллă тăвать. Михаил Васильевич марафонăн йĕркелỹ комитечĕн председателĕ пулнă май марафон республикăра çулсерен иртнине, республикăри çамрăк граждансене хỹтĕлемешкĕн укçа пухнине, унпа уççăн та тỹррĕн усă курнине пĕлтернĕ. "Ыркăмăллăх марафонĕ пире пĕрле ырă ĕçсем тума май парать. Унти кашни тенкĕ ачасен пурнăç пахалăхне лайăхлатма каять", - тенĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, республикăра пурăнакансем социаллă яваплă бизнес тытса пыракан предпринимательсемпе пĕрле марафонăн пухмачне самай пуян-латаççĕ.

Пухăннă укçа тăлăхсене, йышлă, сусăр ачаллă çемьесене, ача çурчĕсене, интернат шкулсене пулăшма, чирлисене сиплеме каять. Марафона кашниех хутшăнма пултарать.

Укçа-тенке фондăн расчет счечĕ çине куçармалла:

ЧРО ООБФ "Российский детский фонд".

ИНН 2128005408, КПП 213001001

Расчетный счет № 40703810075220160067

В Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанка г. Чебоксары,

БИК 049706609,

к/с 30101810300000000609

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика