Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афган вăрçине хутшăннисене чысларĕç

21 февраля 2018 г.

Февралĕн 15-мĕшĕнче, 29 çул каялла совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун, районта воин-интернационалистсене чысларĕç.

Чи малтанах райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров воин-интернационалистсемпе тĕл пулса калаçрĕ.

Тĕрлĕ çар хутшăнăвĕсенче пулнисемпе иртнĕ тĕлпулăва çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храм настоятелĕ Максим атте тата социаллă службăсен тытăмĕнче, район больницинче ĕçлекен специалистсем хутшăнчĕç.

Аса илтеретпĕр, Афганистан вăрçинче пирĕн икĕ ентеш - Геннадий Ивановпа Юрий Макаров - пуçĕсене хунă. Çак кунах эпир Чечен вăрçинче пуçĕсене хунисене те - Валериан Быковпа Сергей Эзенкина - аса илетпĕр.

Пирĕн районта тĕрлĕ вăрçă хирĕсенче пулнă 247 çын пурăнать.

Ăшă кăмăллă лару-тăрура иртнĕ тĕл-пулура воин-интернационалистсене тĕрлĕ наградăсем парса чысларĕç. Çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани панăшăн, Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунисене асра тытнăшăн, сывă пурнăç йĕркине тытса пынăшăн, çар хутшăнăвĕсенче пулнă ветерансемпе инвалидсене тата вĕсен çемйисене пулăшнăшăн Афганистан вăрçин инваличĕсен тата çарта суранланнисен "Вăрçă инваличĕсем" республикăри обществăлла организацийĕн Хисеп грамотине Юрий Александрович Матвеева тата Павел Геннадьевич Любимова парса чысларĕç. Çавăн пекех "Вăрçă инваличĕсем" организацийĕн медальне Геннадий Иванович Никитин тивĕçрĕ. Сăмах май, çакăн пек медале Михаил Мареев воин-интернационалист та тивĕçнĕ, наградăна ăна шăматкун районта иртнĕ Сывлăхпа спорт кунĕнче парса чысланă.IMG 0242

Унтан мероприятие хутшăннисем район центрĕнче интернационаллă тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă воинсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç, пĕр хушă шăп тăчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, район центрĕнче чечек кăшăлĕ хунă хыççăн воин-интернационалистсем ял тăрăхĕсене каяççĕ, унта вĕсем Афган тата Чечен вăрçинче пуçĕсене хунă юлташĕсен вилтăприйĕсем çине чечексем хураççĕ.

Юрий ЕГОРОВ, Афганистан вăрçин инваличĕсен тата çарта суранланнисен "Вăрçă инваличĕсем" республикăри обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи:

- Воин-интернационалистсене асăннă кун эпир Тралькасси, Питĕркасси тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче пултăмăр. Кунта пирĕн юлташсем, Афганистанра тата Чечен Республикинче пуçĕсене хунисем, ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Эпир вĕсене пытарнă çĕре çитсе чечек кăшăлĕсем хутăмăр.

Хусанушкăнь ялĕнче çуралса ỹснĕ, Афганистанра 1981 çулта вилнĕ Геннадий Иванова Хурашаш çăви çине пытарнă, Турханта çуралнă, Чечен вăрçинче 2000 çулта пуçне хунă Валериан Быкова - Уйпуç ялĕн çăви çине. Кỹпешре çуралнă Юрий Макаровпа (Афганистанра 1986 çулта вилнĕ) Сергей Эзенкинăн (Грозный хулинче 1999 çулта пуçне хунă) вилтăприйĕсем - Кỹпеш çăви çинче.

Манăн ял тăрăхĕсенче воин-интернационалистсене асăнмалли куна питĕ лайăх хатĕрленнине палăртса хăварас килет. Пур çĕрте те çăва патне çитмелли çулсене тасатнăччĕ. Унсăр пуçне Питĕркассинчи библиотекăра ял тăрăхĕн администрацийĕ тата культура ĕçченĕсем тăрăшнипе Афган вăрçин ветеранĕсемпе шкул ачисем хушшинче калаçу иртрĕ. Тĕлпулура сăвăсем те вуларĕç, вăрçă çинчен юрăсем те юрларĕç, кĕнекесен куравĕпе те паллашрĕç.

Тралькассинчи Культура çуртĕнче те Мучикасси библиотекин ĕçченĕсем Афган вăрçи пирки калакан кĕнекесен куравне йĕркеленĕ, культура ĕçченĕсем "Тралькасси ял тăрăхĕнчи воин-интернационалистсем" ятпа стена хаçачĕ кăларнă. Кунта та çавра сĕтел иртрĕ, хыççăн "Славным сынам России посвящается" ятпа концерт пулчĕ.

Ял тăрăхĕсенче пулнă хыççăн эпир районти Культура çуртĕнчи патриотизмла юрăсен фестивальне çитсе куртăмăр.

Районти пур воин-интернационалист ячĕпе манăн асăну кунне аван йĕркелесе ирттернĕшĕн райадминистрацин культура пайĕнче, ял тăрăхĕсенче тăрăшакансене тав сăмахĕ калас килет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика