Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1000 арçын пуçне - 1139 хĕрарăм

21 февраля 2018 г.

Çулсерен февралĕн 23-мĕшĕнче Раççейре Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун пур арçынна та саламлаççĕ. Чăвашстат та çак уяв тĕлне республикăри арçынсен кĕске статистика портретне хатĕрленĕ.

Чăваш Республикинче пĕлтĕр 578 пине яхăн арçын (пĕтĕм халăхăн 47 проценчĕ) пурăнни паллă. Хальхи хỹтĕлевçĕсен ытларах пайĕ (64 проценчĕ) - ĕçлеме пултаракансем (16-59 çулхисем). Арçын ачасемпе 16 çул тултарманнисен шучĕ 21 процентпа танлашать, пенсие тухнисен - 15 процентпа.

Арçынсен вăтам ỹсĕмĕ 36,8 çулпа танлашать. Хуласенче çамрăкраххисем ытларах пурăнаççĕ. Вĕсен вăтам ỹсĕмĕ - 35,1 çул. Ялта пурăнакансен вăл кăшт пысăкрах - 39,5 çул.

Çут тĕнчене арçын ачасем хĕр ачасенчен ытларах килеççĕ. 2017 çулта 1000 хĕр пĕрчи пуçне 1042 пăхаттир çуралнă. Анчах та ỹсĕм ушкăнĕсене шута илсен арçынсемпе хĕрарăмсен шайлашăвĕ пĕрпек мар. Каччăсен хисепĕ хĕрсенчен ытларах. Тивĕçлĕ канăва тухнисен шучĕ вара хĕрарăмсенчен 2,4 хут сахалрах. Пĕтĕмĕшле илсен республикăра кашни 1000 арçын пуçне 1139 хĕрарăм тивет.

Пĕлтĕр ЗАГС органĕсенче 7170 мăшăр çемье çавăрнă. Арçынсен 78 проценчĕ пĕрремĕш хут авланнă. Ытларах 25-29 çулхи çамрăксем мăшăрланнă - 37 процент, 20-24 çулхисем - 20 процент, 30-34 çулхисем - 19 процент, 35-45 çулхисем - 14 процент.

Арçынсем тĕрлĕ ĕçе активлă пуçăнни сисĕнет. 2017 çулăн малтанхи даннăйĕсемпе 305 пин арçын (66 процент) экономика сферинче тăрăшнă. Ĕçсĕррисен шучĕ - 19 пине яхăн. Тĕпрен илсен арçынсенчен ытларахăшĕ (25 процент) строительствăра вăй хурать; хатĕрлекен производствăсенче - 17 процент; ялпа вăрман хуçалăхĕсенче, сунар, пулă тытакан тата ĕрчетекен сферăсенче - 12 процент; курттăм тата вак суту-илỹре, автотранспорт хатĕрĕсене тата мотоциклсене юсанă çĕрте - 10 процент. Хăна çурчĕсенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче, культурăпа спорт облаçĕсенче вара арçынсем сахалрах ĕçлеççĕ.

Мĕнле уяв парнесĕр пултăр-ха? Февралĕн 23-мĕшĕнче те арçынсем хăйсен савнийĕсемпе мăшăрĕсенчен парне кĕтеççĕ. Паянхи кун таварсен ассортименчĕ питĕ пысăк. Арçынсене мĕн савăнтарĕ-ха? Чи пĕчĕк хỹтĕлевçĕне пластмасс конструкторăн пуххине (520 тенкĕ) е çемçе тетте (483 тенкĕ) парнелеме пулать. Шкул ачи е студент персоналлă куçармалли компьютер - ноутбук - (266506 тенкĕ) парнелесен савăнĕ. Вăл унăн вĕренỹри шанчăклă тусĕ пулĕ. Смартфон (7656 тенкĕ) абонента яланах çыхăнура пулма пулăшĕ. Уçă сывлăшра уçăлса çỹреме юратакансене кăлтăрмачлă коньки (2342 тенкĕ) тата велосипед (8285 тенкĕ) кăмăла кайĕ. Кил-тĕрĕшре ĕçлеме юратаканнине ĕçе çăмăллатакан хатĕр (тĕслĕхрен, электричество дрелĕ - 3424 тенкĕ, триммер - 4601 тенкĕ) лайăх парне пулĕ (таварсен республикăри вăтам хакне кăтартнă). Чи лайăх парне, паллах, хĕрарăмсен савăк кăмăлĕ, йăл кулли, ăшă сăмахĕсем!

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика