Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни минут хаклă чухне

14 февраля 2018 г.

Шалти ĕçсен министерствин статистикипе çĕршывра çулсерен 20 ытла пин ачапа çамрăк çуха-лать. Аслă ỹсĕмрисем тата ытларах çухалаççĕ - кунсерен 190 çынна яхăн. Экспертсен шухăшĕпе оперативлă ĕçлени кăна çынна тупма май парать. Шырава йĕркелеме полицин, асăннă ведомствăн министерствин сотрудникĕсене тата "Лиза Алерт" обществăлла пĕрлешĕвĕн волонтерĕсене явăçтараççĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех регионти шыравпа çăлавçăсен отрячĕн волонтерĕ Елена Загорская паллаштарать.

- "Лиза Алерт" отряд Чăваш Енре 2016 çултанпа ĕçлет. Эпĕ те волонтерсен йышне кĕрес терĕм. "Килтен тухса кайнă та таврăнман", - тени çемьешĕн пысăк инкек. Ĕç-пуç мĕнпе вĕçленесси те паллă мар. Пĕлменлĕх - чи хăрушши.

Шырав ĕçĕ мĕнрен пуçланать-ха? Шырав отрядĕнче "вĕри лини" ĕçлет. Пĕрлехи номер çĕршыв территорийĕнче ĕçлет: 8 800 700 54 52. Оператор шăнкăрав йышăнать, ăна тишкернĕ хыççăн асăннă регион çумне çирĕплетнĕ инфоргсене пĕлтерỹ ярса парать. Асра тытмалла: волонтерсем çын çухални пирки полицине пĕлтернĕ хыççăн тин ĕçе пуçăнаççĕ. Çавăнпа та чи малтанах тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле.

Шырав отрядне, волонтерсен йышне кăмăл пуррисем пурте кĕме пултараççĕ. Паллах, çул çитнисем: студентсем, аслисем, пенсионерсем. Çакна валли lizaalert.org сайта е "ВКонтакте" официаллă страницăна кĕрсе анкета тултармалла.

Пирĕнтен кашниех хăйсен çывăх çыннисене çухатнă çемьесене пулăшма, вĕсене шанăç парнелеме пултарать.

Историрен: 2010 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Мускав çывăхĕнчи Оре-хово-Зуево хулинче 5 çулхи Лиза Фомкина çухалнă. Вăл хăйĕн тăванĕпе пĕрле вăрмана кайнă та çĕтсе юлнă. Пĕчĕк Лиза çухални пирки информаци интернета лекнĕ. Вара çĕр-çĕр çын инкекрен аякра юлман, çемьене пулăшас тĕллевпе шырава тухнă. Шел те, пулăшу кая юлса çитнĕ. Хĕрачана çухалнă хыççăн 10 кунран кăна тупнă. Лиза хăйĕн çăлавçисене кĕтсе илеймен. Волонтерсем çакăн пекки урăх ан пултăр тесе çăлавçăсен пĕрлешĕвне йĕркелеме шутланă. 2010 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче "Лиза Алерт" шырав отрячĕ ĕçлеме пуçланă. Пĕчĕк хĕр пĕрчин ячĕ çын хутшăнăвĕн тата хĕрхенĕвĕн символĕ пулса тăнă. "Алерт" сăмах акăлчан чĕлхинчен куçарсан "канăçсăрлăх" (тревога) тенине пĕлтерет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика