Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли çĕнĕ мелсем

09 февраля 2018 г.

2018 çулта Чăваш Енре хăтлăх кỹме 262 миллион тенкĕ уйăрĕç Çын хăйĕн таврари вырăна яланах лайăхрах тата хăтлăрах тума тăрăшнă. 90-мĕш çулсенче пирĕн чечексем валли вăхăт пулман. Çĕршыв çăлăнса юлма тăрăшнă. Каярах пĕчĕккĕн хăтлăх хулари коммуналлă хуçалăхăн уйрăлми пайĕ пулни патне таврăнма тытăннă. Раççей Президенчĕ çакă "пурăнакансемпе вырăнти власть хушшинчи пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăнма ыйтакан тĕп çул-йĕрсенчен пĕри" тесе пĕр хутчен кăна мар палăртнă.

2012 çулта президентăн май уйăхĕнчи указĕсенчен пĕри тухсанах сисĕмлĕ ырă улшăну пулчĕ. Унра хăтлă çурт-йĕрпе тата пахалăхлă коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтерес задачăсене палăртнă. 2016 çултан вара хăтлă хула хăтлăхне йĕркелессине вуçех РФ Правительствин приоритетлă проекчĕ тесе пĕлтернĕ.

Республика Раççей Президенчĕн хушăвĕсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пырать. Çак ултă çул хушшинче Чăваш Енри хуласен кăна мар, саласемпе пĕчĕк ялсен сăн-сăпачĕ те палăрмаллах улшăнчĕ. Тротуарсем, хальхи йышши архитектурăн пĕчĕк формисем, фонтансем, чечек клумбисем пур. Илемлетекен çутăсем выр-наçтарасси те хăнăхнă ĕç пулса тăчĕ. 1400 ытла урам территорийĕсене юсанă. Ачасем валли пин ытла вылямалли тата спорт площадкисем вырнаçтарнă. 160 ытла çĕнĕ парксем, аллейăсем тата скверсем хывнă.

2017 çулта Раççей Стройминĕпе Чăваш Ен калаçса килĕшнĕ тăрăх, хăтлă хула хăтлăхне йĕркелемелли программа валли 260 миллион ытла укçа уйăрнă. Субсидие Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Ка-наш, Улатăр хулисем тата Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ районĕсем тивĕçнĕ. Палăртмалла, хăтлăх кỹмелли объекта суйлас тата проекта çирĕплетес ĕçе вырăнта пурăнакансене хутшăнтарас принциппа усă курнă.

Пĕтĕмпе обществăлла 14 вырăна тата 73 урам территорине хăтлăх кỹнĕ. Выляв тата спорт оборудованийĕсен çĕршер пайне вырнаçтарнă. Улатăр, Çĕмĕрле тата Канаш хулисенчи культурăпа кану паркĕсене, Çĕнĕ Шупашкарти рашчана çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Тата ытларах тума пулатчĕ. Анчах та хăнăхсах çитмен ĕçсем валли - пурăнакансенчен заявка пухасси, халăхпа сỹтсе явасси, эскизсемпе проектсене хатĕрлесси, конкурс ирттересси - чылай вăхăт кайнă. Çакă пилотлă, урăхла каласан, сăнавлă проект пулчĕ. Кăçал вара вăл туллин ĕçлет. Федераллă бюджетран пур муниципалитет та пулăшу илеет. Пĕлтĕрхи çитменлĕхсене шута илнĕ. Халĕ пур проекта та республикăн тĕп архитекторĕ патĕнче çирĕплетмелле. "Чĕркуççи çинче" ỹкерме урăх май çук. Пур заявкăпа эскизсемпе маларах ĕçлемелле. Эппин, пире 2018 çулта тата пысăкрах çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир ПУТИН:

- Пирĕн тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тумалла, программăна малалла тăсмалла.

Районта: Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн район та асăннă проекта пурнăçа кĕрт-ме пуçлĕ. Пур критерипе вара пирĕн районтан Хĕрлĕ Чутай сали кăна килĕшсе тăрать. Хĕрлĕ Чутай салинче хăтлăх кĕртес программăна кăçал пурнăçлама 6 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Муниципаллă бюджетран вара ку ĕç валли 500 пин тенкĕ кайĕ.

Хăтлăх кỹме палăртнă территорисемпе обществăлла вырăнсен пере-ченĕ хатĕр те ĕнтĕ. Унта пурĕ 10 урампа обществăлла 4 вырăн кĕнĕ, урамсен инвентаризацине пурнăçланă, хăтлăх кỹрес енĕпе пурнăçламалли ĕçсен переченьне те (çĕнĕ ача площадкисем вырнаçтарасси, урамри çутăсене улăштарасси, автомобиль стоян-кисене кĕмелли вырăнсенче ĕçсем пурнăçласси...) палăртнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика