Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юра вăхăтра тасатар

07 февраля 2018 г.

Çанталăк улшăнса тăнине кура çынсем инкеклĕ лару-тăрăва çакланас, суранланас хăрушлăх пур. Çавна шута илсе район администрацийĕ çуртсен çивиттийĕсем çинчен юр тата тумла пăрĕ иртен-çỹрен çине ỹкес хăрушлăх ỹснине пĕлтерет. Асăннă лару-тăрăва сирес тĕллевпе йышăну кăларнă.

Унпа килĕшỹллĕн район территорийĕнчи учрежденисемпе организацисен ертỹçисен çурт тăррисене юртан, пăртан вăхăтра тасатса тăрассине йĕркелемелле, çакăншăн яваплă çынсене лартмалла. Пур ĕçе те ĕç асăрхавĕн правилисем ыйтнипе пурнăçламалла, кунсерен лару-тăру мониторингне туса пымалла. Юр тасатнă вырăнсенче çуран утакансене валли ятарлă паллăсем лартмалла, территорие чикĕлемелле. Çавăн пекех çуран утакансемпе автотранспорт водителĕсене систерес тĕллевпе ĕçсем пынă вырăнта дежурнăйсене тăратмалла.

Çуртсемпе сооруженисен харпăрлăхçисен çивитти çинчи юра пухăнса тăма памалла мар, ăна вăхăтра тасатса тăмалли мерăсем йышăнмалла. Çỹлтен утнă юрпа пăра тротуарсемпе транспорт çỹрекен çул çинчен пуçтарттарассине йĕркелемелле. Çак ĕçе талăк хушшинче пурнăçламалла.

Валерий ЖИГАНОВ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика