Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

07 февраля 2018 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарта Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çул тултарнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уява пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, артистсене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чысланă.

Палăртма кăмăллă, сумлă наградăсене тивĕçнисем хушшинче пирĕн ентеш, драма театрĕн артисчĕ Николай Котеев та пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2018 çулхи январĕн 18-мĕшĕнчи указĕпе килĕшỹллĕн Николай Александрович Котеева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ" хисеплĕ ят панă.

Николай Котеев Хĕрлĕ Чутай салинче 1961 çулта çуралнă. 1983 çулта Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ Аслă театр училищинчен вĕренсе тухнă. Çавăнтанпах вăл драмтеатр актерĕнче тимлет. Театрта ĕçленĕ май питĕ нумай спектакльте вылянă, вун-вун роль ăнăçлă калăпланă. 2010 çулта Николай Котеев "Чĕнтĕрлĕ чаршав" республикăри вуннăмĕш конкурсра "Чи лайăх арçын ролĕ" номинаци лауреачĕ пулнă (А.Н.Толстой пьеси тăрăх лартнă "Куккук куççулĕ" спектакльти рольшĕн).

2016 çулта вара вăл искусствăри çитĕнỹсемшĕн республика Пуçлăхĕн уйăхсерен паракан патшалăх стипендине тивĕçнĕ. Николай Котеев Чутай тăрăхне те манмасть, районта иртекен "Асамлă чаршав" фестивале пĕтĕмлетнĕ мероприятисене тăтăшах килет.

А.КАРПОВА

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика