Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕтĕм пăрăхне тĕрĕс вырнаçтармалла

02 февраля 2018 г.

Хальхи çуртсенче тĕтĕм тухмалли пăрăхсем (дымоход) пысăк та кăткăс мар. Ытларах сэндвич-тытăм йыш-шисем анлă сарăлнă. Вĕсем уйрăм ăшăтмалли тытăм валли каяççĕ: çуртри тата мунчари, çавăн пекех хытă топливăпа хутмалли кăмакасем валли. Вĕсене çуртра шалта та, тулаш енчен те вырнаçтарма пулать. Сэндвич-пăрăхсемпе, рекламăна ĕненсен, 10 çултан пуçласа 15 çул таран усă курма пулать. Паллах, кунта тĕтĕм пăрăхне суйланă правилăсене (материала, диаметра, тачăлăх сийĕн хулăнăшне тĕрĕс суйланă тата ытти те) пăхăннине шута илнĕ. Хăш-пĕр кил хуçисем çак кирлĕ самантсене шута илмеççĕ, çавăнпа та сэндвич-пăрăхсен ĕмĕрĕ кĕскелет. Кун пек чухне тĕтĕм пăрăхĕсене 5 çултанах е тата маларах улăштармалла. Вырнаçтармалли тата усă курмалли требованисене пăхăнмасан, пĕрре хутнă хыççăнах пушар тухма пултарать. Тĕтĕм каналĕн техника документацийĕнче çак сведенисем пулмалла:

- тĕтĕм каналĕн тĕллевĕ;

- çунакан продуктсен чи пысăк температури;

- тачăлăх (герметичность);

- хăрăм çунассин çирĕплĕхĕ (устойчивость к горению сажи);

- эксплуатаци мелĕ (типĕ, нỹрĕ);

- вут-çулăм витерменлĕх;

- çирĕплетỹ мелĕ;

- тулашран çунакан материалсен çывăхри конструкцийĕ таран пулма тивĕçлĕ чи пĕчĕк хушă;

- техника условийĕсен е стандартăн номерĕ;

- каналпа усă курнă чух пăхăнмалли хăрушсăрлăх мерисем;

- хăйне евĕрлĕ юсавсăрлăхсем тата вĕсене пĕтермелли мелсем;

- пушар тухас пулсан пурнăçламалли ĕçсем тата ытти те.

Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсен пушар асăрхавĕн пайĕ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика