Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне уçнă

31 января 2018 г.

Январĕн 25-мĕшĕнче районта савăнăçлă лару-тăрура Ырă ĕç тăвакансен (волонтерсен) çулталăкне уçнă. Мероприяти Хĕрлĕ Чутайри шкулта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенчи çамрăк волонтерсем хутшăннипе иртнĕ.

Мероприяти пынă май волонтерсен юхăмĕн опытлă тата активлă участникĕсене наградăсем парса чысланă. Çак енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн, çамрăксене волонтерсен юхăмне явăçтарнăшăн Атнар, Мăн Этмен, Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Çĕн Атикасси шкулĕсен педагогĕсем - Алина Канцелярова, Евгения Лобастова, Любовь Кашкирова, Марина Вазина, Ираида Евсеева - район пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Волонтерсен юхăмне активлă хутшăннăшăн Мăн Этмен, Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси шкулĕсенче вĕренекенсем - С.Майорова, А.Иванова, Д.Федорова, В.Якимова - район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.

Атнар, Мăн Этмен, Питĕркасси, Тури Çĕрпỹкасси, Мишеркасси, Хусанушкăнь, Шулю шкулĕсен волонтерĕсем У.Хораськина, Д.Чернов, И.Филиппова, А.Яковлева, А.Макарова, Д.Лихутина, Н.Кудряшов район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотине илнĕ.

Ачасен искусство, Хĕрлĕ Чутай, Тури Çĕрпỹкасси, Çĕн Атикасси шкулĕсенче вĕренекенсем куракансемпе хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Палăртмалла, юлашки çулсенче районта волонтерсен юхăмĕ вăй илсе пырать. Паянхи кун унта 740 çын тăрать. Вĕсем экологи мероприятийĕсене хутшăнаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ, аслă ăрури çынсене пулăшаççĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă геройĕсен палăкĕсене пăхса тăраççĕ.

А.ВАСЮКОВА

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика