Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Диспансеризацин йĕрки çапларах

26 января 2018 г.

Диспансеризаци витĕр виçĕ çулта пĕрре тухмаллине кашниех пĕлет. Кăçал çак çулсенче çуралнисен диспансеризаци витĕр тухмалла: 1997, 1994, 1991, 1988, 1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1925, 1922, 1919.

Диспансеризаци витĕр тухас тесен малтанах медицина профилактикин пỹлĕмне (110 кабинет) каймалла. Диспансеризаци пирки пĕтĕмĕшле практика тата участок тухтăрĕсенчен, сирĕн участокри фельдшертан ыйтса та пĕлме пулать. Вĕсем диспансеризаци витĕр ăçта, хăçан тата мĕнле тухмаллине ăнлантарса, хăш кабинетсене кĕмеллине çырса параççĕ. Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче анкетировани ирттереççĕ. Ăна шалăпсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Анкета хучĕ çинче пирус туртни, эрех ĕçни, тĕрĕс апатланманни тата ытти пирки те ыйтса пĕлеççĕ. 75 çулхи тата аслăрах ỹсĕмри граждансенчен вĕсене остеопороз, депресси, хăлха япăх илтни, куç япăх курни пирки ыйтаççĕ. Çавăн пекех пациентсен артери пусăмне виçеççĕ, юнри холестерин шайне тĕрĕслеççĕ. Юнри сахăр (глюкоза) шайне тĕрĕслеттернĕ чухне больницăна выçăлла каймалла.

21-39 çулхи граждансен чĕре-тымар чирĕн паллисем пуррипе çуккине тĕрĕс-леççĕ. Атеросклерозпа, сахăр диабечĕпе, вăраха кайнă пỹре чирĕсемпе асапланман 42-63 çулхи пациентсене те çак енĕпе пăхаççĕ. Чĕре-тымар чирĕсемпе чирлес хăрушлăх пысăк пулсан граждансемпе медицина профилактикин пỹлĕмĕнче консультаци ирттереççĕ. Унта самăрлăхпа аптăракансене те, гиперхолестеринемипе нушаланакансене те, кунне 20 штук сигарет туртакансене те сĕнỹсем параççĕ.

35 çултан аслăрах арçынсене, 45 çулхи тата аслăрах хĕрарăмсене виçĕ çулта пĕрре электрокардиографи тăваççĕ. Акушер 30-60 çулхи хĕрарăмсенне амалăх мăйĕн çийĕнчен мазок илсе цитологи тĕпчевне ирттерет. Цитологи тĕпчевне виçĕ çулта пĕрре тăваççĕ. Ăна урăхла Пап-тест теççĕ. Вăл амалăх мăйĕн рак чирне тупса палăртма пулăшать. Унсăр пуçне виçĕ çулта пĕрре пỹре флюорографине тăваççĕ. Ăна малтанхи уйăхсенче, е диспансеризаци ирттермелли çулта кăкăр кăшкарĕн (грудная клетка) органĕсен флюорографине, рентгенографине е компьютер томографине тунă пулсан тумаççĕ. 3

9-48 çулхи хĕрарăмсен кăкăр парĕн маммографине виçĕ çулта пĕрре тутарттармалла, 50-70 çулхисен - икĕ çулта пĕрре. Кăкăр парĕсен маммографине е компьютер таммографине иртнĕ 12 уйăх хушшинче тунă-тăк çак енĕпе тĕрĕслемеççĕ. 45-51 çулхи арçынсенне юнра антигенлă хăйне евĕрлĕ простатăсем (ПСА) пуррине тĕрĕслеççĕ. 60 çулхи тата аслăрах ỹсĕмри граждансенне виçĕ çулта пĕрре куçри пусăма (внутриглазное давление) виçеççĕ. 51-69 çулхи хĕрарăмсен икĕ çулта пĕрре маммографи, 49-73 çулхисен каяш тĕпчевне тутарттармалла.

Аслă Отечественнăй вăрçă тата çар ĕçĕсен инваличĕсен, участникĕсен, ĕçре, тĕрлĕ сăлтава пула инвалид пулнисен медицина тĕрĕслевĕ витĕр кашни çулах тухмалла. Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне тухсан врач-терапевт йышăнать, диагнозпа сывлăх ушкăнне палăртать, сĕнỹсем парать.

Диспансеризаци тухас тесен мĕн пĕлмелле:

- тĕрĕслевĕн пĕрремĕш тапхăрне тухас тесен поликлиникăна ирех, выç варла каймалла, нимĕнле йывăр ĕç тумалла мар;

- шăкпа каяш анализĕсене илме ятарлă контейнерсемпе усă курмалла. Вĕсене аптекăра туянма пулать. Каяш илнĕ савăт çине хăвăрăн хушаматпа инициалсене çырнă хут çыпăçтармалла. Хĕрарăмсен çакна асра тытмалла:

- уйăх хушши пынă тата пĕчĕк сутана (малый таз) органĕсен чирĕсенчен сипленнĕ вăхăтра мазок илмеççĕ;

- мазокăн кăтартăвĕсем суя ан пулччăр тесен тĕрĕслев умĕн икĕ кун хушши ар çыхăнăвне кĕмелле мар.

Енчен те эсир кăçал е малтанхи çул медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă пулсан, çакна çирĕплетекен документсене тухтăра кăтартмалла. Диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне тухасси пирки участокри тухтăр, фельдшер пĕлтерет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика