Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă вырăнта пурăнма та лайăх

19 января 2018 г.

Чăваш Ен "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" ятлă стратегиллĕ аталану проектне пурнăçа кĕртес ĕçе хутшăнать. Çак проектпа килĕшỹллĕн 2020 çулччен республикăри 1000 тата ытларах çын пурăнакан пур вырăнта та хăтлăх кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Асăннă проекта пирĕн район та хутшăнассине пĕлсенех эпир кун пирки район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай начальникĕнчен Алина Ярабаеваран тĕплĕнрех ыйтса пĕлес терĕмĕр.

- Алина Валерьевна, вулакансене асăннă проект районта пурнăçланасси пирки каласа парăр, тархасшăн.

- Палăртмалла, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн район та асăннă проекта пурнăçа кĕртме пуçлĕ. Пур критерипе вара пирĕн районтан Хĕрлĕ Чутай сали кăна килĕшсе тăрать. Хĕрлĕ Чутай салинче хăтлăх кĕртес программăна кăçал пурнăçлама 6 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Муниципаллă бюджетран вара ку ĕç валли 500 пин тенкĕ кайĕ.

Хăтлăх кỹме палăртнă территорисемпе обществăлла вырăнсен переченĕ хатĕр те ĕнтĕ. Унта пурĕ 10 урампа об-ществăлла 4 вырăн кĕнĕ, урамсен ин-вентаризацине пурнăçланă, хăтлăх кỹрес енĕпе пурнăçламалли ĕçсен переченьне те (çĕнĕ ача площадкисем вырнаçтарасси, урамри çутăсене улăштарасси, автомобиль стоянкисене кĕмелли вырăнсенче ĕçсем пурнăçласси...) палăртнă.

- Хĕрлĕ Чутай салинчи хăш урамсен-че тата обществăлла вырăнсенче кăçал хăтлăх кỹресси чылайăшне интерес-лентеретех. Уçăмлатса параймăр-ши?

- Хăтлăх кỹмелли урам территорийĕсен переченьне çаксем кĕнĕ:

- Завод урамĕнчи 53, 60, 61, 63, 67-мĕш çуртсем умĕнчи урам территорийĕ; - 1-мĕш Завод урамĕнчи 65, 59-мĕш çуртсем умĕнчи; Çĕнтерỹ лапамĕ;

- Çĕнĕ урамри 29, 31, 49-мĕш çуртсем умĕнчи;

- Çĕнĕ урамри 13, 11, 63-мĕш çуртсем умĕнчи;

- Çĕнĕ урамри 3, 5, 7-мĕш çуртсем умĕнчи;

- Çĕнĕ урамри 9, 21, 23, 57-мĕш çуртсем умĕнчи;

- Çĕнĕ урамри 39, 19, 43, 41-мĕш çуртсем умĕнчи;

- Çĕнĕ урамри 15, 17, 47, 27, 25-мĕш çуртсем умĕнчи;

- Ленин урамĕнчи 70-мĕш çурт умĕнче;

- Огнеборецсен урамĕнчи (СХТ) 5, 6, 7-мĕш çуртсем умĕнчи урам территорийĕ.

Çак обществăлла территорисенче те хăтлăх кỹрессипе ĕçлемелле:

- Культурăпа кану паркĕ (Çĕнĕ урам, 55-мĕш çурт); - фонтан территорийĕ (Çĕнтерỹ лапамĕ);

- Г.Волков академик ячĕпе хисепленекен парк (1-мĕш Завод урамĕ); - Çĕнтерĕве 50 çул çитнине халалланă парк (Ленин урамĕ).

Район администрацийĕн сайтĕнче "Формирование комфортной городской среды" баннер пур. Районта пурăнакансем унти информаципе паллашма пултараççĕ.

- Кĕскен "Пуçаруллă бюджет йĕркелĕвĕ" ("Инициативное бюджетирование") текен программа çинче те чарăнса тăрар-ха...

 - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулхи январĕн 30- мĕшĕнче "О реализации на территории Чувашской Республики проектов развития общественной инфраструктуры, основанных на местных инициативах" 7 № Указа алă пуснăччĕ. Çак Указ вырăнти пуçарусене тĕпе хурса социаллă инфратытăма аталантарассине пулăшас тĕллевлĕ. Ял çыннисен шухăшне тата пу çарăвне шута илеççĕ, вĕсен инфратытăма аталантарма суйланă проекта пурнăçлас ĕçе хутшăнмалла.

2018 çул валли кун пек проектсене пурнăçа кĕртме 75 миллион тенкĕ пăхса хунă пулсан, вĕсенчен 57,5 миллион тенки - республикăри хула тата ял тăрăхĕ сен, муниципаллă районсен территорийĕсенче пурнăçлама.

Палăртма кăмăллă, пирĕн район та ку программăран аякра юлмарĕ. Пĕлтĕр çакăн пек пĕрремĕш проект Ачкасси ял тăрăхĕнче пурнăçланчĕ. Ваçкаçырминчи масар çинче сахал мар ĕç турĕç. Проект сумми 258160 тенкĕпе танлашрĕ, унтан 206530 тенки - республика бюджетĕнчен, 38720 тенки - ял тăрăхĕн, 12910 тенки - халăх пайĕ.

Кăçал вара ку программăпа районта 17 проект пурнăçланмалла.

- Вĕсем çинчен те район çыннисене пĕлтерсен аванччĕ.

- Пĕрремĕш тапхăрта çак ĕçсене тума палăртнă:

- Хĕрлĕ Чутай, Штанаш, Хурашаш салисенче, Тракушкăнь, Енкĕлт, Шорово, Турхан ялĕсенче ача площадкисем тăвасси;

- Кỹпеш тата Шĕмшеш ялĕсенче çутă улăштарасси;

- Кив Атикасси ялĕнчи Культура çуртне юсасси тата спорт площадкине хăтлăх кỹресси;

- Кỹпешри масара хăтлăх кỹресси;

- Пантьăк салинчи çула юсасси;

- Трапай ялĕнче палăк вырнаçтарасси. Иккĕмĕш тапхăрта вара Ваçкаçырминчи, Турханти тата Хватукассинчи çулсене юсама пăхса хунă.

- Алина Валерьевна, ăнлантарса панăшăн тав. Районта пурăнакансем валли интересли чылай пулчĕ. Палăртнă пур вырăнта та хăтлăх кỹрес енĕпе пăхса хунă ĕçсене пахалăхлă пурнăçласса, хăтлă вырăнта пурăнма тата лайăх-рах пуласса шанатпăр.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика