Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хастар" тулли сывлăшпа сывлать

10 января 2018 г.

Республикăра, вăл шутра районта та, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче спорт декадине халалласа тĕрлĕ мероприятисем, турнирсем иртрĕç. "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕ те хĕллехи уяв кунĕсенче тулли сывлăшпа сывларĕ. Районти 14 вĕренỹ учрежденинче те спортзалсемпе йĕлтĕр трассисем ĕçлерĕç. Вырăнта пурăнакансем кăна мар, уяв кунĕсенче тăван тăрăха канма килнисем, хăнасем мероприятисемпе кăмăллă юлчĕç, сывлăхĕсене çирĕплетме майсем туса панăшăн савăнчĕç.

Уйрăмах катоксемпе йĕлтĕр трассисем çинче халăх йышлă пухăнчĕ. Спорт комплексĕ çумĕнчи тата "Чавал" уçланкăри йĕлтĕр трассисем çинче шăв-шав кашни кунах тăчĕ. Унсăр пуçне программăпа килĕшỹллĕн сĕтелçи теннисне кăмăллакансен, шашкăлла тата шахматла вылякансен турнирĕсем иртрĕç. Сывă пурнăç тытма кăмăллакансем акватлон, çăмăл атлетика енĕпе тупăшрĕç, мини-футболла выляса вăйĕсене виçрĕç.

Теннисла выляса Мишеркасси шкулĕнче вĕренекен-сем мала тухрĕç.

Футбол вăййинче Хусанушкăнь шкулĕн команди пĕрремĕш пулчĕ, шулюсем - иккĕмĕш, мăнэтменсем - виççĕмĕш. Палăртмалла, кăçал "Раштав - 2018" уяв турнирне Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен пикесен команди илемлетрĕ.

Аслисем хушшинче район центрĕн тата Атнар ял тăрăхĕн футболисчĕсем палăрчĕç. Чăваш Республикин Аслă сучĕн судйисен команди те илемлĕ вăйă кăтартрĕ. Футбол болельщикĕсене Етĕрне хулин "Рубин" командин вăййи кăмăла кайрĕ.

Çамрăксем çăмăл атлетика, акватлон ăмăртăвĕсене, шахмат тата шашка вăййисен турнирĕсене хастар хутшăнчĕç. Чи лайăх вырăнсене Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен, Питĕркасси тата Шулю шкулĕсенче вĕренекенсем йышăнма пултарчĕç.

Кун пек спорт мероприятийĕсене тăтăшах ирттерме тăрăшăпăр. Акă январĕн 20-мĕшĕнче "Хастарта" Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Çак кун спорткомплекс сывă пурнăç йĕркине тытма кăмăллакансене тата хăнасене хаваспах кĕтет.

Алексей НИКИТИН,

райадминистрацин физкультурăпа спорт

тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика