Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕччĕр

Штанаш ялĕнче пурăнакан Светлана Крылова çемьере çиччĕмĕш ача. Пурĕпе вара вĕсем саккăрăн. Йышлă çемьере ÿсни хĕр упраçа ырă витĕм кăна кÿнĕ - вăл вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать, спортпа та туслă, ташлама та юратать, ĕçре те ÿркенмест.

Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта 11 класра ăс пухакан Светлана "тăваттă" тата "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренет. Вăл ытларах хими, биологи, экологи предмечĕсемпе олимпиадăсене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Волейболла тата баскетболла вылякан хĕр "Орленок" тата "Зарница" вăййисенче те пултарулăхне кăтартнă.

Аван вĕреннĕшĕн, тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăннăшăн С.Крылова ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.Маловăн стипендине илсе тăма тивĕç пулнă.

Шкултан вĕренсе тухсан Светлана Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе экономика факультетĕнче аслă пĕлÿ илесшăн. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртмелле пултăр маттур хĕр упраçăн.



"Пирěн пурнăç"
16 мая 2012
00:00
Поделиться